17 января 2009 г.
Янтă укçа сĕнекен «ырлăхпа» илĕртĕнекенсем обществăра сахал теме çук. Пĕри те тепри ĕçлемесĕр «пылак» пурнăçпа пурăнас ĕмĕтли сисĕнет. Саккуна хирĕçле кайнине, çынсене уççăн хур кăтартнине ăнланни те темшĕн чăрмав мар вĕсемшĕн. Киревсĕрлĕхсемпе хăтланакансенчен хăшĕ вăрă ĕçĕпе çыхланать, кам ют кил-çурта тустарать. Анчах хăшĕ-пĕрисем, çăмăл çул шыраса, хăйсем... укçа хатĕрлеççĕ.
Суя укçасен çаврăнăшĕ юлашки вăхăтра чăн та палăрмаллах ÿснĕ. Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çакнашкал тĕслĕхсем пĕлтĕр унчченхи çулсемпе танлаштарсан тăтăшрах тĕл пулнă. Уйрăммăн илес-тĕк, суя купюрăсем тупса палăртнипе Раççейĕн Тĕп, Çурçĕр-Анăç, Атăлçи, Кăнтăр федераллă округĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ.
Ултавлă мелпе туса хатĕрленĕ укçасенчен чи анлă сарăлни – 1 пин тенкĕлĕххи, 100 тата 500 тенкĕлĕххисене кăшт сахалрах «кăмăллаççĕ». Апла пулин те 2007 çулхи ноябрьте Чăваш ен тĕп хулинче 5 пин тенкĕлĕх суя укçа та тупăннă.
Сăмах май, хамăр районта чăн мар укçасене тупнă икĕ тĕслĕх пулнă. Раççей банкĕн 1000 тенкĕ, АПШ-н 100 доллар хаклă пĕрер купюра укçа çаврăнăшне кĕнĕ.
Уйрăм предпринимательсене, сутуçăсене, тÿлевсем йышăнакан ытти çынсене асăрхаттарас килет: сирĕн алла суя укçа лекес хăрушлăх уйрăмах пысăк. Паллă, ултавлă купюрăсене лавккасенче, пасарсенче – туянакансем нумай, сутуçă тимлĕх çинчен маннă вăхăтра – кăларса яма тăрăшаççĕ. Çавăнпа та, улталанас мар тесен, 1000 тата 500 тенкĕлĕх хут укçасене алăран йышăннă чух лайăх сăнаса пăхма сĕнетпĕр. Вĕсен чăнлăхне тĕрĕслеме май паракан ятарлă аппаратсене туянсан тата аванрах. Асăрхаттаратпăр: енчен те сирĕн алла шанчăксăр пек туйăнакан укçа лекрĕ пулсан, хăвăр тĕллĕн мĕн тумаллине шутласа кăлармасăр, тÿрех милицие евитлеме ыйтатпăр.
Районта пурăнакансене пĕлме: патшалăхăн е коммерцилле банксем суя купюрăсене чăннисемпе улăштарассипе тимлемеççĕ.
Хальхи вăхăтра компьютер техники питĕ анлă сарăлнă, вĕсем хулара кăна мар, ялсенче те кашнин тенĕ пекех пур. Ашшĕ-амăшĕсем ачисене вĕренме тата аталанма пĕтĕм май туса парас тесе çĕнĕ йышши компьютерсем туянма тăрăшаççĕ. Анчах ывăлĕ-хĕрĕсем хăш-пĕр чухне техникăпа вĕренÿ е вăйă тĕллевĕпе кăна усă курмаççĕ, ашкăнса е тантăшĕсем умĕнче мухтанса суя укçасем те хатĕрлеме хăтланаççĕ. Каярахпа, вĕсен пахалăхне тĕрĕслес тесе юлташĕсемпе пĕрле лавккасенче мĕн те пулин туянма та именмеççĕ.
Анчах çакнашкал «хăрушă вăйăпа» çыхланиччен хытах шутласа пăхма сĕнетпĕр. Раççей банкĕн купюрисене усă курма хатĕрлени тата вĕсемпе усă курни – саккуна хирĕçле ĕç. Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 186-мĕш статйинче çакăншăн уголовлă явап тыттармалли вăхăт 14 çултан пуçланнине палăртнă. Ку преступлени йывăррисен шутне кĕрет, айăпланакансене ирĕкрен хăтарма пăхнă.