17 января 2009 г.
Талантлă, социаллă пурнăç активисчĕсене хавхалантарасси, пултарулăхĕ валли çул-йĕр уçасси, ăна аталантарма условисем туса парасси – патшалăх политикин тĕп ĕçĕсен шутĕнче. Çак тĕллевпех ĕнтĕ 1994 çулта Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров ятарлă хушупа наукăри, вĕренÿри ÿсĕмсемшĕн, производствăри кăтартуллă ĕçсемшĕн республикăри пин çамрăк валли Президент стипендине çирĕплетрĕ. Кăçал вĕсем уйăхсерен 1830-шар тенкĕ илсе тăрĕç.
Район çамрăкĕсенчен телейлисен йышне кăçал вунпĕрĕн лекнĕ. Акă вĕсем – район маттурĕсем– Президент стипендиачĕсем.
Елена АРТЕМЬЕВА – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти 11-мĕш класра вĕренекен. Вĕренÿ хастарĕ, ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çурчĕн çумĕнчи «Краевед» кружок, «Шырав» клубĕн членĕ. Районти, республикăри конкурс-олимпиадăсенче пĕлтĕр кăна вунпиллĕке яхăн грамотăпа диплом çĕнсе илнĕ. «Excelsior» тата «Старт в науку» наукăпа практика конференцийĕсенче тĕрлĕ номинацире 1- тата 2-мĕш стпеньлĕ Дипломсене икшер тивĕçнĕ, предмет олимпиадисен çĕнтерÿçи. Туризм тата краеведени енĕпе «Тăван çĕршывăм – Чăваш ен» иккĕмĕш республика олимпиадинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Владимир ДИМИТРИЕВ – Çăлкас Кăкшăмри культура çурчĕн администраторĕ. Культура сферинче ултă çул ытла. Кулленхи мероприятисен планне пурнăçланипе пĕрлех халăх йăли-йĕркине упраса хăварассипе, ял çамрăкĕсене сиенлĕ йăласенчен асăрхаттарассипе, массăллă спорта аталантарассипе чылай тимлет. Çемье ыйтăвĕсене мала хурать, ку енĕпе культура çуртĕнче чылай мероприяти йĕркелет. Малти Ишек ял поселенийĕн спорт командин членĕ. Грамотăсем, тав хучĕсем чылай.
Алексей КИРИЛЛОВ – Чăваш Республикин «Химик» спорт клубĕ» обществăлла организаци членĕ. Йывăр атлетикăра сахал мар ÿсĕмсем тунă. Район чемпионĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш Республикин чемпионатĕнче кĕмĕл призер пулса тăнă.
Татьяна КОНДРАТЬЕВА – ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн воспитанникĕ. Пăртасри вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренет. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе виçĕ çул хушшинче район, республика шайĕнче палăрнă. Чăваш Республикин чемпионĕ, Атăлçи федераци округĕн Ульяновскра иртнĕ турнирĕнче 2-мĕш, Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево хулинче иртнĕ Раççей первенствинче 4-мĕш вырăнсене йышăннă. Раççей пĕрлештернĕ командин резерв йышĕнче. Спорт мастерĕн кандидачĕ.
Александр МИХАЙЛОВ – Кульцаври вăтам шкулта вĕренекен. Вĕренÿ отличникĕ, пултаруллă спортсмен. Ăста волейболист тăван шкул чысне кăна мар, районăн пĕрлештернĕ команди йышĕпе Вăрнар тăрăхĕн чысне республикăра та пĕрре мар хÿтĕлерĕ. Хăйĕн ÿсĕмĕнче Чăваш ен çамрăкĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Вурнарымежрайгаз» филиалĕн команди район первенствинче мала тухнинче унăн тÿпи те пысăк. Районăн аслисен тата çамрăксен пĕрлештернĕ командисен членĕ. Фольклор ушкăнне çÿрет, ташăсемпе кăсăкланать, гитарăпа калама ăста. Вĕренекенĕн портфолийĕ Хисеп грамотисемпе пуян, медальсем унăн вĕренÿри, спортри тăрăшулăхне çирĕплетеççĕ.
Мефодий ПАВЛОВ – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн 2-мĕш курс студенчĕ. Вĕренĕве спортпа пĕрлештерет. Çăмăл атлет, хастар полиатлонист. Тăван вĕрентÿ учреждени, район чысне республикăра та, Раççейре те пĕрре мар хÿтĕленĕ. Медаль-грамотăсем нумай. Кашни ăмăртури кăтартусенех каласа пĕтерме çук. Акă Шупашкарта ятарлă вăтам вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче 5 километрта чи хăвăртти пулнăччĕ. Иртнĕ кĕркунне Питĕрте çар çулĕчченхи çамрăксем хушшинче тантăшĕсемпе пĕрле хавхаланса ăмăртнăччĕ, чупассипе тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Халĕ çĕнĕ тупăшусене хĕрсех хатĕрленет.
Ирина ЛЬВОВА – ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн воспитанникĕ. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренет. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе район, республика, Атăл тăрăхĕнчи хуласен, Раççей ăмăртăвĕсен пĕрре мар çĕнтерÿçи. Раççейри шкул ачисен спартакиадин кĕмĕл призерĕ. Атăлçи федераци округĕн чемпионки, Атăлçи федераци округĕн пĕрлештернĕ командин членĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕ.
Сергей ПОЛИТОВ – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ. Çÿлерех асăннă юлташĕ пекех çăмăл атлетикăна, ишессине, йĕлтĕр спортне кăмăллать. Юлашки çулсенче чылай сумлă ăмăртăвăн çĕнтерÿ пьедесталĕсен пусмисем çине хăпарма тивĕçрĕ. Спортри ăнтăлăвĕшĕн вăл иртнĕ çул та Президент стипендине илсе тăнăччĕ. Çулталăк хушшинче результатсене тата та лайăхлатрĕ, ăсталăхне тĕрлĕ ăмăртусенче туптарĕ. Иртнĕ çул Чăваш Республикин чемпионатĕнче дуатлон енĕпе акă кĕмĕл призер пулса тăчĕ, Санкт-Петербургра çар çулĕчченхи çамрăксем хушшинче чупассипе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, полиатлон енĕпе чылай чемпионатра палăрчĕ.
Иван СЛАДКОВА – ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн воспитанникне – вулакансем аван пĕлеççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе вăл çĕнсе илнĕ медальсен шучĕ çав тери йышлă. Чăваш Республикин улшăнми чемпионĕ, Атăлçи федераци округĕн чемпионачĕсен пĕрре мар çĕнтерÿçи. Раççей первенствин бронза, республика первенствин ылтăн призерĕ, Атăлçи федераци округĕн тата Раççей пĕрлештернĕ командисен членĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕ.
Тимур СПИРИДОНОВ – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен. Футбол вăййине килĕштерет, «Химик» стадион çумĕнчи секцие çÿрет. Çапах та чи туртăмлă ĕçĕсен шутне вăл туризма тата спорт ориентированине кĕртет. Экологи пĕлĕвĕпе, шкул лесничествин ĕçĕпе вăл пилĕк çул ытла ĕнтĕ республикăра призлă вырăнсем çĕнсе илет. Ку енĕпе районти олимпиадăсенче те ăна çитекен сахалтарах. Пĕлтĕр акă республикăри вăрман олимпиадин районти тапхăрĕнче виççĕмĕш, республика тапхăрĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Спорт ориентированийĕ енĕпе çуран дистанцире республикăра бронза призер пулса тăнă, йĕлтĕр туризмĕпе республикăри «Снежинка–2008» ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Николай ТИХОНОВ – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн 3-мĕш курс студенчĕ. Тăван вĕрентÿ учрежденийĕнче, районта иртекен культура мероприятийĕсене активлă хутшăнать, спорт секцийĕсене çÿрет, сăвăсем илемлĕ вулать. Иртнĕ çул акă вăл республикăра иртнĕ «Çамрăк талантсем!», «Çĕнтерÿ салючĕ» смотр-конкурссене хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕ. Техникумăн агитбригада членĕ.
Стипендиатсем йышĕнче çавăн пекех Вăрнар районĕнчен тухнă паллă тепĕр виçĕ спортсмен та пур. Вĕсене район урлă тăратман пулин те, вĕсем Вăрнарăн мăнаçлăхĕ, чысĕ. Шупашкарти олимп резервин училищинче вĕренекен Екатерина Горбунова тата А.Игнатьев ячĕллĕ спорт ăсталăхĕн аслă шкулĕн воспитанникĕ Марина Гордеева çăмăл атлеткăсем тĕнчери ăмăртусенче палăрчĕç, тинтерех Брюссельтен бронза медальсемпе таврăннăччĕ, пĕлтĕр çулталăкри чи лайăх спортсменсен ячĕсене тивĕçнĕччĕ. Тепĕр маттурĕ – пауэрлифтинг енĕпе Чăваш енĕн пĕлтĕрхи абсолютлă чемпионĕ, Раççей чемпионачĕсен призерĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Юрий Архипов.