Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔР ÇĂКĂР ÇИТЕРĔ-И

17 января 2009 г.

Ырă ĕçсен, ачасен, çемьесен çулталăкĕсем вĕçĕмренех тăсăлса пыччăр, анчах пире çак хушăра питех те питĕ ял çулталăкĕсем кирлĕ тесе эпĕ пĕр-икĕ çул çыркаларăм. Президент патне ман сăмах та çитнĕ курăнать. Н.В.Федоров 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх министерствин, экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствин, районсемпе ялсен администрацийĕсен пĕр уйăх тăршшĕнче конкретлă плансемпе мероприятисем палăртса йышăнмалла. Тĕп задача: кашни çулах пĕрер миллион тонна тĕш тырă тата çĕр улми туса илмелле. Шутсăр пĕлес килет: юлашки çулсенче плуг кĕмен анасемпе мĕнле усă курмалла-ши; Çĕр-çĕр, пин-пин çемье пай-лаптăкĕсене харпăр хăй аллине куçарчĕç. Анчах вĕсен тыр-пул акса тума вăрлăх та, удобрени те, техника та çук. Ку çĕрсем мĕнле те пулин тухăç-тупăш парĕç-и; Налуксене тÿлемелле-çке-ха. Вĕсем хăпарсах пыраççĕ. Катари «тăвансене» сутса янă соткăсем района мĕн кÿме пултарĕç;

Пирĕн Президент хăй сăмахне халăхри каларăшсемпе витерме кăмăллать. Акă, «ырлăхпа хурлăх пĕрле çÿреççĕ», тенĕ. Апла, паянхи çак кризис пире пултаруллăрах, пуçаруллăрах ĕçлеме хÿптĕрлетĕр. Малалла хушса хурас-тăк: «чун тухиччен ĕмĕтленекен пăчăр пек» лараймăпăр, «чул айĕнче шыв юхмасть», «пÿртре ларнă – суккăр пулнă, уя тухнă – тĕнче курнă»... Ялти чăвашăн телейĕ – çĕрте. Унран хăпнисене уй-хире тепĕр хут мĕнле тавăрмалла-ши; Пĕр ялтанах Мускав таврашĕнче çĕрĕн тĕккеленеççĕ. Республикăн ял хуçалăх министрĕ каланă тăрăх, ун йышшисем Чăвашран виçĕ пин те ытла-мĕн.

Тĕшĕ тымара пăхать, ял пурнăçĕн хăйне майлă культури çине тимлĕ пăхмалла, тенĕ. Экономикăпа пĕрле ялăн социаллă пурнăçне аталантармалла. Халăх йăли-йĕркине, фольклорне, пултарулăхне сыхласа хăвармалла. Ял халăхне право тата экономика енчен çутăлтарса пымалла. Тĕллевсем пурте паха. Пурнăçламалли майсем еплерех;

Çырура общество организацийĕсем сÿрĕккипе витĕмсĕррине пайăрланă. Ялта вĕсем пур-и-ха; Ку ĕмĕрччен комсомол, профсоюз, парти, колхоз-совхоз пухăвĕсем, ял канашĕн сессийĕсем черетленсе пынă. Ял çыннин халь ăçта мĕнле сăлтавпа пухăнса калаçма пулать; Хĕллехи вĕрентĕве тахçанах пăрахăçланă. Чиркÿллĕ Иртементе ку ял çыннисем чиркĕве çÿреместчĕç, ун вырăнне шкула пырса ларатчĕç, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче кăмăла уçатчĕç. Халь шкулне те хупрĕç. Ял библиотеки пуян, анчах унта кĕнеке е хаçат вуламалăх çынни çук.

Социаллă сывлăхпа воспитани тата пĕтĕмĕшле культура ыйтăвĕсене поэзи турнирĕсемпе туалетсем таранах тĕрĕс те çивĕч лартнă. Воспитани тесен, курăмлă тĕслĕх ÿкĕтлев сăмахĕнчен çĕр хут витÿллĕрех. ТВ Мускавран нихăш каналпа та ĕçлекен çынна кăтартмасть. Пурте кунĕн те çĕрĕн е çарапаккан сиккелеççĕ е пĕрне пĕри çапса пăрахаççĕ. Укçаллă шоусем Турăран та çÿлте. Раççейре урăхла пурнăçа пĕлмеççĕ тейĕн. Пĕтĕм идеологи Ксюша Собчак тавралла, совет саманине каçăхса вараланипе çыхăннă. Президент тĕрĕс асăрхаттарать: «Çухалнă ăру» тепре те калăпланĕ-ха...

«Çынсăр çын пурăнаймасть» тенĕ. Çын çынсăр пурăнаймасть тейĕттĕм. Хушма та юрать: «Çын çинчи – йывăç çинчи», «Çын валли шăтăк ан алт», «Çынна кÿрентерни çĕре ÿкмест», «Çын çинче çын пек пул» т. ыт. те. Колхозсемпе совхозсене вакласа-панкрутласа аркатни ялти нимелле пурнăçа мăкăлтарĕ, эртеллĕхе-коллективлăха путлантарчĕ. Кашни-пĕри харпăр хăй тĕллĕн муритленет. Çыншăн çын – кашкăр. Халăх йăли-йĕркипе çирĕпленнĕ ăс-хакăла буржуалла мораль хĕссе кăларасшăн.

Н.В.Федоров Çырăвĕпе пĕрле нумай çул хушши Совет Союзĕпе Раççей Федерацийĕн Тĕп банкне ертсе пынă В.В.Геращенко каласа кăтартнине вуларăм («СР», декабрĕн 20-мĕшĕ). Финанспа экономикăри çак кризисран йăпăр-япăр хăтăлаймăпăр, тенĕ. Хамăрăн Президент та кризис пулăмĕсем малалла аталанма пултаракан çитес икĕ-виçĕ çулхи тапхăр çинчен асăрхаттарать. «Çĕршыв каллех куçăмлă тапхăрта...» Ваттисен сăмахне ку тĕлте ахальтен мар илсе кăтартнă: «Пÿрт-çурт тытма тăн-пуç кирлĕ». Раççее кризисран кăларма Рузвельт кирлĕ тенĕ Геракл (В.В.Геращенко). Вăл пирĕн «райпо бухгалтерĕ те пулса курман» министрсене шанмасть. Нумай миллиардлă Стабфонда пирĕн мĕншĕн Америкăри тем вăхăтра ишĕлсе пăчланнă ипотека компанийĕсене хывмалла пулнă; Ултă триллион тенкĕпе 50 миллиард доллара Минфинăн мĕншĕн банксемпе фонд рынокĕсене çеç памаллаччĕ; «Сумлă кредитсене хамăрăн экономикăна хывмалла, хамăр çĕршывра тавар тума ямалла – тенĕ Виктор Владимирович. – ВПКна аталантармаллаччĕ, машинăсем, самолетсем, тепловозсем, экскаваторсем, тракторсем туса кăлармаллаччĕ, вара кризиса парăнмастăмăр. Правительствăн халĕ пĕр тăхтаса тăмасăр приоритетлă отрасльсене палăртмалла, çул-йĕр хывмалла, çурт-йĕр лартмалла, ял хуçалăхне хамăра тăрантармалăх çĕклемелле».

Геракл пирĕн пысăк пуçлăхсемпе финансистсене, анăçри, Америкăри евĕр, Карл Марксăн «Капиталне» вулама сĕнет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика