Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарсен ĕçне министр пĕтĕмлетрĕ

17 января 2009 г.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн коллективĕ çĕнĕ çула ĕçри япăх мар кăтартусемпе кĕчĕ. Преступноçпе кĕрешессине вăйлатнăран, унчченхи опыта тĕпе хурса, çав вăхăтрах çĕнĕ меслетсене службăна кĕртсе пырса тимленĕрен поселокра, ялсенче йĕркелĕхе тивĕçтересси кирлĕ шайра пурнăçланать. Юлашки çулсенче, акă, районта преступленисен шучĕ чакни палăрать, киревсĕр ĕçсене уçса парса саккуна пăсакансене, обществăшăн хăрушă граждансене явап тыттарассипе те ÿсĕмсем курăмлă.

Районти йĕркелĕхе тивĕçтерессипе, граждансен прависене хÿтĕлессипе, обществăра киревсĕрлĕхсем тăвас текенсене чăрмав кÿрессипе 2008 çулта мĕнле ĕçленине шалти ĕçсен районти пайĕн коллективĕ январĕн 15-мĕшĕнче оперативлă канашлура тĕплĕн пĕтĕмлетрĕ. Унăн ĕçне хутшăнма района Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ милици генерал-майорĕ В.Антонов килсе çитрĕ. Çавăн пекех канашлу вăл Вăрнар район пуçлăхĕ А.Кузьмин, район прокурорĕ Ю.Вахтеркин хутшăнчĕç.

«Пирĕн паянхи тĕллев – пай коллективĕ пĕлтĕрхи çулталăк пуçламăшĕнче ума лартнă тĕллевсене, РФ Шалти ĕçсен министерствин Директивинче палăртнă задачăсене, преступноçпе кĕрешессине вăйлатассипе çыхăннă республика тата район шайĕнчи комплекслă программăсене пурнăçланин кăтартăвĕсене тишкересси. Эсир чăнах та пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернине курса тăратăп. Çапах та кунта, вырăнта, кашни сотрудникпа уйрăммăн калаçма, оперативлă лару-тăрăва пăхса тухнă май çуралакан ыйтусене татса пама май пурри Вăрнар районĕнчи йĕрке хуралçисен служба ĕç-хĕлне тĕрĕс хаклама пулăшĕ мана. Ку çула палăртнă приоритетлă задачăсем те уçăмлă курăнĕç», – терĕ В.Антонов министр, канашлăва уçнă май.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Ф.Тимофеев пухăннисем умĕнче 2008 çулхи пĕтĕмĕшле цифрăсене тишкерчĕ, пĕтĕмлетÿсем турĕ. Пĕлтĕрхи 12 уйăхра, акă, район территорийĕнче киревсĕр ĕçсем çинчен пĕлтернисене 2022 регистрациленĕ, вĕсене пăхса тухса 387 преступлени тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан 28,9 процент чухлĕ сахалрах. Криминаллă милици енĕпе илес-тĕк, виçĕмçул 214 преступленилле ĕç пулнă, пĕлтĕр 162 çырăннă. Апла пулин те уйрăмах йывăр преступленисем пĕрре ытларах – 11 – пулнă, вĕсене пурне те çийĕнчех уçса панă. Йывăр преступленисен шучĕ те 37,2 процент чакнă. Район территорийĕнче пĕлтĕр дача çурчĕсенче тустарнипе çыхăннă тата хĕç-пăшалпа усă курса тунă преступленисем пачах çырăнман.

Сăмах май, шалти ĕçсен пайĕн «Шырав» ушкăнĕ киревсĕр ĕç тума хатĕрленнĕ çынсене алăран ярса илнĕ тĕслĕхсем пĕтĕмпе 44 пулнă, çак вăхăтра 40 преступление уçса пама май килнĕ. Усал шухăш тытнă çынсене мĕн шутланине пурнăçлама чăрмав кÿрес, асăрхаттару мероприятийĕсене вăйлатас тĕллевпех кунсерен каçхи вăхăтра поселок, ялсем тăрăх тĕрĕслев ушкăнĕсем тухса каяççĕ. Ытти район чиккисенче вырнаçнă ялсене вара уйрăм тимлĕхе илнĕ. Служба ĕçĕ-хĕлĕнче ку ене пысăк пĕлтерĕш хунине палăртса, «Шырав» ушкăнăн эффективлăхне татах та ÿстерме хушрĕ министр. Вĕсен тĕрлĕ çĕре çитмелле, саккуна пăсассине асăрхаттарма май тупмалла.

Пай сотрудникĕсем район территорийĕнче преступлени пулассине асăрхаттарас тĕллевпе профилактика ĕçне район, хула тата ялсен поселенийĕсен администрацийĕсемпе пĕрле туса пыраççĕ. Хăть поселокра, хăть ялсенче те, акă, эрех хатĕрлесе унпа сутă тăвакансем чăн-чăн усламçăсем пулса кайрĕç. Вĕсемшĕн çемьесене хурлăх кÿни, çынсен сывлăхĕсене сиенлени, тепĕр чухне вилĕм патне илсе çитерни те ним те мар, пайта кăна пултăр. Çавăнпа В.Антонов министр кăçалхи тĕллевсем шутне çакнашкал сĕмсĕр усламçăсемпе вирлĕн кĕрешмеллине, вĕсен «суту-илÿ точкисене» чарса лартассипе тимлемеллине кĕртме çирĕплетсех хушрĕ. Ку ĕçрен ял поселенийĕсен администрацийĕсен те аякра юлмалла мар, вĕсене çак çивĕч ыйту тÿреммĕнех пырса тивет.

Канашлу вăхăтĕнче шалти ĕçсен районти пайĕн уйрăмĕсен пуçлăхĕсем те хăйсен енĕпе пĕлтĕр преступленилле ĕçсем тăвассине асăрхаттарас, право йĕркине пăснă тĕслĕхсене чакарас, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе, преступленисене уçса парас, айăплисене тупса палăртас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕç. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене итленĕ май, В.Антонов малашне çынсене вĕлернĕ тĕслĕхсене, йывăр преступленисене асăрхаттарма пĕтĕм вăя хурса тимлемеллине; учетра тăракан, ăнăçсăр çемьесенчи çамрăксемпе кашнинпе уйрăммăн ĕçлесе тÿрĕ çул çине тăратма тăрăшмаллине; çуран çÿрекенсемпе водительсене çул хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма «вĕрентсе» инкексен шутне чакарассине 2009 çул валли служба ĕç-хĕлĕнчи тĕп задачăсен шутне кĕртмеллине çирĕплетрĕ.

«Тĕпрен илсен, эпĕ сирĕн ĕçпе кăмăллă юлтăм. Çакăншăн тав тăватăп. Паллă, кашни лайăх кăтарту ахаль пулман. Анчах тилхепене ирĕке ан ярăр, çитĕнÿсемпе ан лăпланăр. Киревсĕрлĕхсене асăрхаттарасси йĕрке хуралçисен тĕп тĕллевĕ пулмаллине ан манăр», – терĕ ЧР шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов, вăрнарсен ĕçне аван хак панă май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика