17 января 2009 г.
Тунтикун, январĕн 19-мĕшĕнче, Православи тĕнне ĕненекенсем пысăк уява паллă тăваççĕ – çав кун Иисус Христос Иордан шывĕнче тĕне кĕнĕ. Хĕллехи çак уява чăвашла Кăшарни е Турă пăр çине анни теççĕ, вырăсла – Крещение. Çав вăхăтра виçĕ кун хушши çăлри, пĕвери, юханшыври шыв çветтуй шутланать. Кăшарнинче чиркÿсенче иртекен кĕлĕсене халăх уйрăмах йышлă хутшăнать, çветтить тунă шыва илсе юлма тăрăшать. Турă пилне илес, чир-чĕртен сывалас ĕмĕт-тĕллевпе хăш-пĕрисем вак касса юханшывра е пĕвере шыва кĕреççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çак йăла Вăрнар тăрăхĕнче те пурнăçа кĕме тытăннă. Сивĕрен хăраманнисем унтанпа кашни çулах Кăшарнинче Вăрнар шывĕнче, çавăн пекех хăш-пĕр ялсенчи пĕве-кÿлĕсенче чăмпăлтатаççĕ.
Кăшарнинче ваксенче шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе мерăсем йышăнас тĕллевпе район пуçлăхĕ А.Кузьмин йышăну тунă, 14 çынтан оргкомитет йĕркеленĕ тата организациллĕ-массăллă ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Оргкомитет председателĕ – район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Вăрнар хула тата ялсен поселенийĕсен пуçлăхĕсене Кăшарнинче ваксенче шыва кĕнĕ вăхăтра хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.