Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ СĂМАХ УЯР КУН ПЕКЕХ

14 января 2009 г.

Пирĕн Президент Н.Федоров 2008 çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе çирĕплетрĕ. Вăл хыçа юлчĕ ĕнтĕ, анчах ырă ĕçсем тăвасси кашни çын чунĕнче ĕмĕрлĕх юлтăр. Пирĕн паян Вăрнарти 29-мĕш училищĕри 31-мĕш ушкăнăн ырă ĕçĕсем çинчен каласа кăтартас килет.

Ачасем çулталăкĕпех училище тавралла тирпей-илем кĕртрĕç. «Библиотекăна кĕнеке парнеле», «Хăв вуларăн – юлташна парнеле» акцисене активлă хутшăнчĕç. Вĕсем пуçарнипе общежитире уçнă куçса çÿрекен библиотека фончĕ акă 120 кĕнекепе пуянланчĕ.

Доброволецсен ушкăнĕ ĕç ветеранĕсене пулăшу кÿчĕ. Сăмахран, вăл поселокра пурăнакан Мария Степановна Пилинана шефа илнĕ.

Вĕренекенсенче ырă туйăмсем вăратас, çынсемпе çепĕççĕн калаçма вĕрентес тĕллевпе училище библиотекин вулав залĕнче «Ырă сăмах уяр кун пекех» ятпа калаçу иртрĕ. «Хăвна ырăлăхпа виç» кĕнеке выставкипе тата «Ăслă сăмахсен çÿпçинчен» тематикăллă папкăпа вĕренекенсем кăмăлласа паллашрĕç. Ун тĕлне вĕсем вăрах хатĕрленчĕç: ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем вĕренчĕç, докладсем çырчĕç, хаçат-журнал статйисене пухрĕç. Ырăлăх çинчен миçе плакат пулмарĕ-ши тата; Лиля Федорова хăйĕн сăввипе паллаштарчĕ. Калаçу усăсăр иртмерĕ, вĕренекенсем пĕр шухăшлăн çапла пĕтĕмлетрĕç: ырă сăмах ырă ĕçпе пĕрлештĕр, кашни кунах мĕнле те пулин пархатарлă ĕç тăвар!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика