Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштав умĕнхи мисси

14 января 2009 г.

Çак ятпа иртнĕ çул вĕçĕнче Калининăри вăтам шкулта Шупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкул ачисемпе тĕл пулу иртнĕ. Православи культурине тарăннăн вĕренекен хăнасем тĕн темипе çыхăннă лекцисем вуланă, юрăсем юрланă, çĕнĕ кĕнекесем парнеленĕ.

Хăнасем çавăн пекех Калининăри шкул-интернатра та пулнă, кунта вĕренекенсене çемçе теттесем парнеленĕ.

Çĕнĕ çул умĕн шкул пурнăçĕ вĕресе тăнинчен тĕлĕнмелли çук. Шкулти елкăсăр пуçне акă 30 вĕренекен страховани касси урлă тĕп хулари уявра пулнă, ултă ача Чăваш ен Президенчĕн елкине кайма тивĕçнĕ.

Спорт ăмăртăвĕсем те тухăçлă иртнĕ. Волейбол енĕпе акă 11-мĕш класс каччисем – Алексей Блинов, Александр Спиридонов, Александр Ефимов, Алексей Кириллов, Андрей Илларионов – маттур пулнă. Вĕсем арçын-учительсен командине те çĕнтернĕ. 5–11-мĕш классем хушшинче шахмат турнирĕ иртнĕ. Чи маттуррисем – Денис Волков, Артем Мышкин, Николай Яковлев, Анастасия Малова – район шайĕнче тупăшнă, призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Çĕнĕ çулхи мероприятисен планĕ те пуян, вăл шутра тĕрлĕ конкурссем, ăс-хакăл вăййисем, тĕл пулусем... Вĕсене Калининăри вăтам шкулта вĕренекен кашни ача хутшăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика