14 января 2009 г.
Калининăри шкулта кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем раштав уйăхне кĕтмеллипех кĕтрĕç. Кунта кĕçĕн çулхи ачасен «Çавал çăлкуçĕсем – 2008» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Калининăра вĕренекенсем юнашар шкулти ачасемпе тĕл пулчĕç.
Конференцире пĕтĕмпе аллă ача хăйсен ертÿçисемпе пĕрле тĕпченĕ кăсăклă темăсене пурне те ăнланмалла çутатса пачĕç. Вĕсем ытларах çут çанталăкри пулăмсемпе, чĕр чунсемпе, ÿсен тăрансемпе кăсăкланни палăрчĕ. Калининăри шкулта 3-мĕш класра вĕренекен Ваня Константинов, акă, хăйĕн ăрăвне тĕплĕн тĕпченĕ, Л.П.Фролова (Ярмушка) вĕрентекен ачасем амăшĕсене халалласа сăвă-калавсем çырнă. Чи маттуррисем: Кристина Алексеева (Калинино, учителĕ – Н.Н.Степанова), Ирина Кошкина, Женя Крылов (Калинино, учителĕ – М.В.Матвеева), Эдик Тарасов (Калинино, учителĕ – Кириллова А.Л.), Анжела Филиппова, Анна Иванова, Егор Васильев, Ирина Николаева (Калинино, учителĕ – А.В.Васильева), Игорь Арусланов, Роман Сорокин, Камилла Григорьева (Ярмушка, учителĕ – Л.М.Анисимова), Наталья Сергеева (Шĕнер Ишек, учителĕ – И.М.Иванова). Çавăн пекех Шĕнер Ишекри В.А.Войнова, Ярмушкари Н.И.Кондратьева, Малти Ишекри Е.Г.Степанова, Е.Г.Григорьева вĕрентекен ачасем те хăйсен ĕçĕсене аван çутатса пачĕç. Пухăннисем асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турĕç. Вĕсене шкул директорĕ Т.П.Ефимова ăшшăн саламларĕ, малалла та çитĕнÿсем тума ăнăçу, сывлăх сунчĕ.