14 января 2009 г.
Халĕ паллă ĕнтĕ: Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ 2010 çулхи октябрĕн 14–25-мĕшĕсенче иртет. Ăна хамăр район территорийĕнче ăнăçлă ирттерес тесен, паллах, хатĕрленÿ ĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçламалла. Халăх перепиçне хатĕрленсе ирттерес енĕпе тимлекен район администрацийĕ çумĕнчи ятарлă комисси патшалăх пĕлтерĕшлĕ çак ĕçпе кăсăкланса тăрать.
Çĕнĕ çул умĕн акă унăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта 2010 çулхи октябрьте пулакан халăх перепиçне ирттерме район территорийĕнче мĕнле хатĕрленнине тишкерчĕç. Çавна май халăха шута илесси тата паспорт режимне пăхăнасси мĕнле шайра пулни, ку енĕпе ирттерекен тĕрĕслевсем çинчен ятарлă ыйту пăхса тухрĕç. Комисси ларăвĕнче çавăн пекех Аçăмçырми, Пăртас тата Хирпуç ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен отчечĕсене итлерĕç. Комисси председателĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ А.Борисов Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне район территорийĕнче хатĕрленсе ирттерес тĕллевпе район пуçлăхĕ А.Кузьмин 2008 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче йышăннă постановление пурнăçлассипе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Ларура комиссин 2009 çулхи ĕç планне те çирĕплетрĕç.
Паллă ĕнтĕ, ĕç ăнăçăвĕ адрес хуçалăхне йĕркене кĕртнинчен нумай килет. Ку енĕпе ĕç-пуç еплерех-ши; Поселокра тата ялсенче адрес хуçалăхне инвентаризацилессине пĕтĕмпех вĕçленĕ. Ялсенче, сăмахран, 8948 пÿрт çинче (69,3 процент) тĕрлĕ çитменлĕхсем пуррине палăртнă: 5773 пÿртĕн номер паллисем çук, ыттисен тутăхнă е кивелнĕ, 305 пÿрт çинче урам ячĕсен аншлагĕсем вуçех çук, 123 пÿрт çинче тутăхнă е кивелнĕ. Вăрнар поселокĕнче тĕрĕсленĕ çуртсенчен 431-шĕн (9,4 процент) номер паллисем çук, 50 çурт çинче урам ячĕсен аншлагĕсем çук.
Адрес хуçалăхĕ енĕпе Упнер, Мăн Турхан, Мăн Явăш, Пăртас, Кольцовка, Санарпуç, Шĕнер Ишек, Çĕрпел ял поселенийĕсенче çитменлĕхсем уйрăмах нумай. Çак территорисенче адрес реквизичĕсене пĕтĕмпех çĕнетмелле.
Тÿрех каламалла, адрес хуçалăхĕнче йĕрке тăвассипе ĕç çителĕксĕр пулса пырать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕç çине Аçăмçырми, Мăн Турхан, Пăртас, Ершепуç, Санарпуç ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем кирлĕ пек тимлĕх хумаççĕ.
Çав вăхăтрах ырă тĕслĕхсем те çук мар. Калăпăр, Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕнче адрес хуçалăхĕнчи çитменлĕхсене пĕтĕмпех пĕтернĕ – хăйсен укçи-тенкипе 36 пÿрт çинчи номер паллисене çĕнетнĕ. Калинино ял поселенийĕнче акă «Жилсервис» тулли мар яваплă общество вăйĕпе нумай хваттерлĕ 7 çуртри хваттерсен номер паллиллĕ табличкисене çĕнетнĕ. Çĕрпел тата Уйкас Кипек ял поселенийĕсенче те палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçланă.
Саккунпа килĕшÿллĕн, урам ячĕсене, пÿртсен тата хваттерсен номерĕсене кăтартнă табличкăсене вырăнти бюджет шучĕпе йĕркене кĕртмелле. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пĕлтернисенчен çакă паллă: район территорийĕнче адрес хуçалăхне çĕнетме 2009 çулхи бюджетра 168,5 пин тенкĕ кăна пăхнă. Вăрнар хула, Мăн Турхан, Пăртас, Калинино, Хирпуç ял поселенийĕсем вара адрес хуçалăхне йĕркене кĕртме... пĕр пус та уйăрман.
Граждансене регистрацилемелли тата регистрацирен хуратмалли правилăсене ялсенче тата Вăрнар поселокĕнче мĕнле пăхăннине çирĕп тĕрĕслесе тăрасси шалти ĕçсен органĕсен тата миграци службин сотрудникĕсен тивĕçĕ. Ку енĕпе Упнер, Аçăмçырми, Вăрманкас, Çавалкас, Çĕрпел ял поселенийĕсене кĕрекен 22 ялта тĕрĕслев ирттернĕ. Çавăн пекех Вăрнар поселокĕнчи 465 çуртра пурăнакансене (10800 çынран 1395-шне) тĕрĕсленĕ. Çапла, поселокра регистрацирен хуратман 39 çынна, регистрацилемен 17 çынна, 14 çула çитмен 57 ачана регистраци тата хваттер карточкисене çырса хуманнине палăртнă. Ялсенче вырăнта вăхăтлăх пулманнине çирĕплетекен паллăсăр 32 çынна, хуçалăх кĕнекисене кĕртмен 23 çынна, хуçалăх кĕнекисенчен хуратман 15 çынна тупса палăртнă.