Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водительсем те, çуран çÿрекенсем те айăплă

01 января 2009 г.

Шел те, 2008 çулхи 11 уйăхра çул çинчи инкексен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Танлаштарма: 2007 çулта аварисем 23 пулса иртнĕ, 2008 çулта – 32. Чи хăрушши вара – 16 çын вилни тата 26-ăн аманни. Инкексен пĕтĕм шутĕнчен 34,4 проценчĕ (11-шĕ) çуран пыракансене таптанипе çыхăннă. Çапла майпа 6 çын инкек вырăнĕнчех вилсе кайнă. Ачасем хутшăннипе çырăннă инкексенче те, акă, иккĕн çамрăклах пурнăçран уйрăлнă.

Палăртса хăварас килет, водительсем кăна мар, нумай чухне çуран çÿрекенсем хăйсем те çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсаççĕ. Çакă хăрушă лару-тăру патне илсе çитерет. Акă, хăшĕ-пĕрисем ăçта килнĕ унта тата автомашина умĕн çул урлă чупса каçма юратаççĕ, тротуар пур пулин те автоçул çине тухаççĕ тата ытти те. Инкеке лекнĕ çуран çÿрекенсенчен чылайăшĕ çак вăхăтра ÿсĕр пулнă.

Сăмах май, водительсемпе çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснă тата инкеке лекнĕ тĕслĕхсене асăрхаттарас тĕллевпе декабрĕн 25–27-мĕшĕсенче районта «Çуран çÿрекен» профилактика рейчĕ иртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика