01 января 2009 г.
Çĕнĕ çул умĕн Мускавран ырă-савăнăçлă хыпар çитрĕ: Раççей Федерацийĕн Аслă аттестаци комиссийĕн Президиумĕ 49Ÿ16д протоколпа пирĕн ентеш – Вăрнарти Сергей Арсеньевич Владимиров экономика наукисен докторĕ пулса тăнине çирĕплетнĕ.
Сергей Владимиров – районти паллă строитель-ертÿçĕн Арсений Владимирович Владимировăн ывăлĕ. 1970 çулта Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкула чи лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Ленинградри А.Ф.Можайский ячĕллĕ çар-инженер академийĕн (халĕ – Çар-Космос академийĕ) строительство факультетне вĕренме кĕнĕ.
Çар службинчен кайнă хыççăн пирĕн ентеш вуншар çул строительствăра – капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕнче, пурăнмалли çурт-йĕр юсакан трест управляющийĕн заместителĕнче, производство предприятийĕсен комбиначĕн тĕп технологĕнче тата директорĕнче вăй хунă. Чылай вăхăт ятарлă юсавпа строительство тата монтаж ĕçĕнче предприниматель пулнă. С.Владимиров профессор вунă çул ытла Санкт-Петербургри инженер-экономика патшалăх университечĕн Выборгри филиалĕнче тимлет.
Доктор диссертацийĕн теми – «Строительствăри инвестици проекчĕсен экономикăлла эффективлăхĕн хаклавĕпе тишкерĕвĕн методологийĕ». Пирĕн ентешĕн ĕçне çĕршыври паллă ученăйсем – Раççей Наукăсен Академийĕн тĕнче экономикипе тĕнчери хутшăнусен институчĕн сектор заведующийĕ, экономика наукисен докторĕ Ю.П.Лукашин, Раççей инженери Академийĕн академикĕ В.С.Резниченко тата ыттисем пысăк хак панă.
Сергей Арсеньевич, хăй каланă тăрăх, çар академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн генерала çитме ĕмĕтленнĕ. Шел, çарта нумай çул тăма тÿр килменрен ĕмĕтне пурнăçлайман. Ун вырăнне акă пирĕн ентеш наука докторĕ пулса тăчĕ.
Вăл паян та тăван шкула, хăйĕн вĕрентекенĕсене ăшшăн аса илет, чаплă педагогăн Социализмла Ĕç Геройĕн Иван Никифорович Никифоровăн вĕренекенĕ пулма тÿр килнĕшĕн мухтанать.
Аллă пиллĕкри С.Владимиров хăйĕн ачалăхĕпе çыхăннă вырăнсене манмасть, çулленех Вăрнара, Шупашкара çитсе курать. Утмăлмĕш çулсенче пысăк яла асилтернĕ район центрĕ илемлĕ пĕчĕк хула евĕр пулса тăнăшăн, ентешĕсен çитĕнĕвĕ-ÿсĕмĕсемшĕн чĕререн савăнать-хăпартланать.
Эпир те Сергей Арсеньевича экономика наукисен докторĕ ята тивĕçнĕшĕн, çавăн пекех Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, наука ĕçĕнче тата сулмаклăрах ÿсĕмсем тума ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатпăр.