Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĔРЕСЕНЕ ĔÇПЕ ЧĔРТЕТ, КОНКУРССЕНЧЕ ÇĔНТЕРЕТ

01 января 2009 г.

Пушă вăхăт çук унăн. Шкулта кунĕпе ачасем хушшинче, килте те шухăшпа вĕсен «ытамĕнче»: ку мероприятие мĕнле ирттермелле-ши, ку конкурс ăнăçăвĕ теприне çул парĕ... Çак ырă ăшталанăва тĕл пулура та тÿрех асăрхама кăмăллă пулчĕ – вăл хĕрсех вĕренекенсемпе Çĕнĕ çул уявне хатĕрленетчĕ.

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти Елена Гнилушинан вĕрентÿ ĕçĕнчи ăнтăлăвне малтанхи çулсенчех асăрханă. Пĕлтĕр, сăмахран, вăл районта ирттернĕ «Малалла, вожатăй!» конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнăччĕ. Виçĕмçул республикăри «Чĕрене ачасене паратăп» конкурсăн финалне лекнĕччĕ. Вĕренекенĕсемпе пĕрле çак çулах хаваслисемпе тавçăруллисен тупăшăвĕнче мала тухнă, 2007 çулхи «Зарница» çĕнтерÿçисем, çамрăк инспекторсен «Хăрушсăрлăх кустăрми» районти слечĕн тата çутçанталăк тусĕсен слечĕн кĕмĕл призерĕсем... Вăл хатĕрленĕ ачасен çитĕнĕвĕсем те курăмлă – пултарулăх, ăс-тăн конкурсĕсенчи призлă вырăнсем чылай.

Пĕр тĕллев – чĕресене чĕртесси. Çамрăк вожатăй тĕпе хурса тимлекен принцип хăех унăн пултарулăхне, ĕçе чунтан юратнине палăртать. Ачасене ăнланма пĕлни, вăл е ку ĕçе явăçтарма пултарни те çакнах çирĕплетет. Вĕренекенсем ун патне туртăнни те ахальтен мар ĕнтĕ. Тепĕр чухне унăн вĕрентекенпе вожатăй çеç мар, амăшĕн вырăнĕнче те пулма тивет-çке. Тепĕр тесен, ăш пиллĕхĕ унра иксĕлми, çакă сăн-питĕнченех аван курăнать...

Вожатăй ачасем патне чупнă вăхăтра унăн портфолийĕпе паллашрăм. Хулăм папкăра çамрăкăн тăхăр çулти тухăçлă, кăтартуллă ĕçĕсем вырăн тупнă, Хисеп грамотисемпе Дипломсем, конкурссенчи сăн ÿкерчĕксем нумай. Çак документсем Елена Гнилушинана республикăри «Çунакан чĕресем» конкурсра та пысăк пулăшу панă. Кунтан та ытларах «Аслă вожатăй» номинацире вăл хăйĕн ĕçне пуринчен лайăх уçса панă: хăйĕнпе, «йывăр» ачасемпе епле ĕçленипе, вĕренекенсене творчествăна явăçтармалли мелсемпе паллаштарнă, «Лидерпа унăн команди» темăпа мастер-класс ирттернĕ. Мĕн тетĕр – Елена Гнилушина çичĕ финалистран пĕрремĕш пулса тăнă!

Халĕ пултаруллă вожатăй çĕнĕ ĕмĕтсемпе хĕмленнĕ. Вĕсем Çĕнĕ çулта ачасен тавракурăмĕпе ăс-тăнĕнче, талантĕнче вырăн тупĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика