01 января 2009 г.
Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 3-мĕш инспекци сотрудникĕсем Калининăри шкул-интернат воспитанникĕсемпе чылай вăхăт туслă çыхăну тытаççĕ. Ачасен пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ вĕсем, мĕн кирлипе май килнĕ таран тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Кунта килмессеренех ачасен кăмăлне çĕклес, савăнтарас тесе яланах парнесем хатĕрлеççĕ. 2008 çулхи Ырă ĕçсен çулталăкне те пĕрремĕшсен йышĕнче ырă пуçарупа кĕнĕччĕ налукçăсем, интернат воспитанникĕсене Çĕнĕ çул умĕн пластик йĕлтĕрсем, пылак кучченеçсем парнеленĕччĕ. Ыркăмăллăх тĕллевĕпе пурнăçлакан ĕçсене малалла тăсса, июньте Ачасене хÿтĕлемелли кун тĕлне тĕслĕ телевизорпа та савăнтарнăччĕ.
Çĕнĕ çул, паллах, асамлă вăхăт. Çакна интернатри арçын ачасемпе хĕрачасем те туйса илччĕр, пурнăçра усаллинчен ытларах ырри пулнине ăнланччăр тесе налук инспекцийĕн ĕçченĕсем вĕренекенсемшĕн Хĕл Мучипе Юр пике вырăннех пулчĕç, декабрĕн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ çул парнисемпе килсе çитрĕç. «Эпир сирĕн патра тăтăшах пулакан хăнасем. Акă, халĕ те уяв ячĕпе саламлама килмесĕр пултараймарăмăр. Енчен те эпир сире кăшт та пулин пулăшма, çăмăллăх кÿме пултаратпăр пулсан, çак майпа усă курмаллах. Эпир, аслисем, сирĕн телейшĕн, ырă ачалăхшăн яваплă. Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май, пурне те вĕренÿре ÿсĕмсем тума, сиенлĕ йăласемпе туслашмасăр сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, хĕллехи каникулсене интереслĕ ирттерме сунатпăр. Çĕнĕ 2009 çул ыррине кăна илсе килтĕр, сирĕн чи пысăк ĕмĕтсем пурнăçланччăр», – чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕç ачасене хăнасем, музыка центрĕ парнеленĕ май.
Калининăри шкул-интернат воспитанникĕсем те Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 3-мĕш инспекци сотрудникĕсене хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн, парнесемпе тата ăшă сăмахсемпе хавхалантарнăшăн тав турĕç, малашне уявсемпе тĕрлĕ мероприятисене çĕнĕ музыка центрĕпе хатĕрленме, караокепе юрласа ăсталăхпа пултарулăха аталантарма май пурришĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕç.