Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юр пикесем тупăшрĕç

01 января 2009 г.

Илемлĕ кĕвĕ янăраса кайрĕ. Шăв-шав лăпланчĕ. Кĕвĕ çеммипе илемлĕн çаврăнса зала пĕрин хыççăн тепри сакăр Юр пике тухрĕ. Уявра пĕр Юр пике анчах пулать-çке, мĕншĕн саккăрăн; Мĕншĕн тесен Хăмăш шкулĕнче Юр пикесен конкурсĕ иртрĕ.

Уява ертсе пыракан Олеся Козлова пикесемпе паллаштарать. Хĕрачасем хăйсем ăсталанă, эрешленĕ тумсемпе, пĕри тепринчен капăртарах. Конкурсра юмах пикисем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартрĕç: юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç, телеграммăсене кам çырнине тупрĕç, тупмалли юмахсене шырарĕç, теттесем ăсталарĕç, 2009 çулти вăкăра куçа хупса ÿкерчĕç т. ыт. те. «Чи пултаруллă Юр пике» ята 5-мĕш класра вĕренекен Алена Никитина тивĕçрĕ. Надежда Блиновапа Ирина Павлова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене жюри грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика