01 января 2009 г.
Çăкăртан асли çук теççĕ. Апла уй-хирте тăрăшаканран пархатар пысăк. «Çĕр ĕçĕнчен хисеплĕреххине тата кирлĕреххине этемлĕх ку таранччен нимĕн те шутласа кăларайман», – тенĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн ертÿçи Юрий Трушин. Чăваш Республикин Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртнине ырламалла. Хура тар тăкаканăн пархатарлă ĕçне кашни çыннах хисеплеме вĕрентĕр.
Иртнĕ çул Вăрнар аграрийĕсем ÿсен-тăран отраслĕнче хастар тимленĕ. Ампар виçипе илсен тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ 27,9 центнерпа, çĕр улмин – 254 центнерпа танлашнă. 36 пин тонна тырă, 28 пин тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Районти мĕн пур тытăмри хуçалăхсене пĕрле илсен кăтартусем пысăкрах: уй-хир ылтăнĕ 39 пин тонна, «иккĕмĕш çăкăр» 64 пин тонна тухнă. Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Чăваш ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче» Çырăвĕнче çапла каланă: «Эпир хамăр ума амбициллĕ çĕнĕ тĕллев лартрăмăр: кашни çулах пĕрер миллион тонна тĕш тырă тата çĕр улми туса илмелле». Республика ертÿçин тĕллевне пурнăçланă çĕре районти мĕн пур тытăмри хуçалăхсен пысăк тÿпе хывмалла: 41 пин тонна ытла тырă туса илмелле. Хуçалăхсенче çĕр улми çитĕнтерессипе сатуртарах тимлеççĕ. Ĕçĕ курăмлă – «иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе пирĕн район республикăра пĕлтĕр виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Ял çыннисем Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче те теветкеллĕн тимлеме хатĕр. «Ĕç – пурнăç тыткăчи. Йăх-несĕлĕмĕрсен ятне ямастпăрах», – терĕ аш-какай комбиначĕн комбайнерĕ Олег Краснов (сăн ÿкерчĕкре). Ăста механизатор 2008 çулта 19901 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, ĕçлĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухнă.