Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча сывă чух пурăнма хавас...

01 января 2009 г.

Кашни çыннах Çĕнĕ çулта пурнăç ăраскаллă пуласса шанать. Вăрнар поселокĕнче пурăнакан Мария Николаевна Демьянова хăйĕн çутă та пысăк ĕмĕчĕ пирки кĕскен çапла пĕлтерчĕ: «Çын сывă пулни – телей тесе каланă Аристотель. Ачасен сывлăхĕ яланах çирĕп пултăр, пурнăçĕ те ăнса пытăр».

Мария Николаевнăн хĕрĕ Наташа Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче вăй хурать. Вăл – хастар, мал ĕмĕтлĕ пике. Кĕçех иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет. Ывăлĕ Артем Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вуннăмĕш класра ăс пухать. Компьютерпа питĕ кăсăкланать, шкулта иртекен мероприятисене хастар хутшăнать. Яш каччă пушă вăхăтра тĕслĕ сăрăпа ÿкерме кăмăллать. Артем çамрăк-ха. Çавăнпа амăшĕ ывăлĕ ÿт-пÿ енчен кăна мар, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен те сывă пултăр, пурнăçра тÿрĕ çулпа кăна пытăр, хăйне килĕшекен профессие алла илтĕр тесе ĕмĕтленет. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси кăткăс ĕç. Чи малтан ашшĕ-амăшĕн ырă, ĕçчен, сăпайлă пулмалла. Мария Николаевна вара ачисене чăннипех ырă тĕслĕх кăтартать. Вăл сывлăх сыхлавĕнче 30 çул ытла тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет. Коллективра – хисепре.

Тăрăшуллă фельдшер Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхри вăхăта Мария Николаевна хавхалансах аса илет: «Пĕччен пурăнакан ватăсене каникул чухне те пулăшма çÿреттĕмĕр. Хĕлле шартлама сивĕ пулсан та юр хырма, шыв йăтма ÿркенмен. Тимур команди епле хастар тесе ырлатчĕç». Мария Демьянова тăван шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина училищинче ăс пухать. Диплом илсен çамрăк специалист Йĕпреç районĕнчи Тури Кĕлешкасси ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме пуçлать. Шăпа Вăрнара та илсе çитерет. Район тĕп больницин ача-пăча консультацийĕнче 16 çул вăй хурать. Мария Демьянова 1996 çултанпа – медицина профилактикин кабинечĕн фельдшерĕ. Вăл сывă пурнăç йĕркине сарас ĕçе хастар пурнăçласа пырать, район хаçачĕпе туслă çыхăну тытать. Мария Демьянован медицина темипе çырнă статйисем «Çĕнтерÿ çулĕнче» тăтăшах пичетленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика