Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула – çĕнелнĕ çуртра

01 января 2009 г.

Çĕнĕ çул умĕнхи кунсем район çыннисемшĕн паллă пулăмсемпе асра юлчĕç. Эрнекун акă Кульцав ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçрĕç. Савăнăçлă саманта ентешсемпе пĕрле Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова та пайларĕ.

Районти культура çурчĕн çĕнелнĕ залĕсем те сумлă хăнасене йышăнчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн ялти культура учрежденийĕсене юсаса çĕнетес программăпа килĕшÿллĕн çуталнăскере, район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, Чăваш ен Культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ – «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников хакларĕç.

Чăн та, Çĕнĕ çула çĕнĕ «поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕ» ятпа кĕрекен учреждение фойеренех çутă, илемлĕ сăн çапнă. Пÿлĕмсем те, залсем те, сцена та хăтлă тĕссемпе тыткăнлаççĕ.

– Халĕ пирĕн çак илеме çулсем хушши чыслăн упрама пĕлесчĕ, – терĕ район пуçлăхĕ Çĕнĕ çул уявне пухăннисене саламланă май.

Анатолий Иванович культура çуртĕнче пысăк ĕç туса ирттернипе пĕрлех пĕлтĕр ытти сферăра та ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Ял хуçалăх çулталăкĕнчи пысăк кăтартусемшĕн республикăн тĕп зонинче район аграрийĕ акă пĕрремĕш вырăн йышăннă. Мал предприятисем – аш-какай комбиначĕ, хутăш препаратсен завочĕ тата ытти хăш-пĕрисем – çулталăка ÿсĕмпе вĕçленĕ.

– Район, республика, Раççей хăвачĕшĕн малалла та çанă тавăрса тимлер. Çĕнĕ çул пысăк ĕçсен çулталăкĕ пултăр, – пĕтĕмлетрĕ сăмахне Анатолий Кузьмин.

ЧР Культура министрĕн заместителĕ Т.Казакова районти культура çуртне республикăра пĕрремĕшсен йышĕпе çĕнетнине пĕлтерчĕ. Республика бюджетĕнчен тивĕçекен оргтехника, çутă, сасă тата кино аппаратурисем, паллах, аталану çулĕ çине çирĕппĕн илсе тухĕç. «Модернизациленĕ культура çурчĕ культура пуянлăхĕсене сыхласа хăварма, çынсем хушшинчи ырă хутшăнусене çĕклеме пулăшĕ», – терĕ вăл Инна Шашкова директора дипломпа чысланă май.

Çĕнĕ çулпа тата çĕнелнĕ çуртпа пухăннисене Владимир Свешников депутат тата ыт. саламларĕç. Хăнасен сăмахĕсем концерт номерĕсемпе черетленчĕç. Çак кун сцена çине уяв программипе пĕрлех «Талантсем шыратпăр!» конкурсăн финалисчĕсем те тухрĕç. Ырă фейăпа Юр пике Çĕнĕ çул каçне асамлăха çавăрчĕç, куракансене юрă-ташă, шÿт-кулă ытамĕнче савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика