24 декабря 2008 г.
Саккунсене пăсакансем, шел пулин те, тупăнсах пыраççĕ. Киревсĕр ĕç тăвакансем право йĕркине сыхлакансен аллине çакланмастпăр теççĕ пулас. Паллах, йăнăшаççĕ – ырă мар ĕçшĕн пурпĕрех явап тытма лекет.
Эпир, шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕнче тимлекенсем, вăл е ку çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпчесе-тишкерсе район судне тăратассипе ĕçлетпĕр. Уйрăмра тăхăр çын. Пурте шаннă ĕçе тĕплĕ пĕлеççĕ. Сăмах май калас-тăк, кашниех следовательте вăтамран вунă çул ытла вăй хурать. Иртсе каякан çулталăкра, акă, право йĕркине пăснă тĕслĕхсем тăрăх пуçарнă уголовлă ĕçсене чылай тĕпчеме-тишкерме лекрĕ. Çапла, кăçал 90 уголовлă ĕçе вĕçлесе район судне ярса панă. Вĕсенчен çуррийĕ – 43 ĕç – ют пурлăха çаратнипе çыхăннă. Юттине хапсăннăшăн суд 53 çынна айăпланă. Çынна хĕнесе йывăр суранлатса пĕтернĕ тĕслĕхсемпе 7 уголовлă ĕç тĕпченĕ.
Кунсăр пуçне ют пурлăха уççăн вăрланă 5 тĕслĕх пулнă. Водительсен айăпĕпе çулсем çинче çырăннă инкексемпе çыхăннă çичĕ уголовлă ĕçе район судне ярса патăмăр. Шел те, декабрьте çакăн евĕр тата тăватă тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарма лекрĕ.
Теприсем тата ĕçсе ÿсĕрĕлеççĕ те хирĕçме-çапăçма тытăнаççĕ, ним айăпсăр çынна хĕнесе пĕтереççĕ, ÿт-пĕве çăмăл суранлатаççĕ. Кăçал çавăн евĕрлĕ пăтăрмахсемпе çыхăннă 7 уголовлă ĕçе суда ярса патăмăр.
Палăртрăмăр ĕнтĕ, ют пурлăха хапсăнакансен шучĕ чакмасть. Тĕпрен илсен, ниçта та ĕçлемесĕр эрех-сăмакун кÿпсе пурăнакансем, çавăн пекех çамрăксем те «тăрăшаççĕ» ку енĕпе. Теприсем, хулара пурăннă май, хăйсен пÿртне-çуртне асăрхаса-пăхса тăма кÿршисене, тăванĕсене темшĕн хушса хăвармаççĕ-çке. Çаратнă тĕслĕхсем пирки темиçе уйăхран тин милицие пĕлтереççĕ. Вăхăт нумай иртнĕ пирки путсĕрсен йĕрĕ çине тухма, паллах, çăмăл мар. Çавна май çынсене тимлĕрех пулма, милицие пулăшу пама сĕнетпĕр. Паян кÿрше çаратакан ыран курмăш пулакана хăйне тустарса каять. Ют пурлăха сĕмсĕррĕн вăрлакана вăхăтра çулса илсе явап тыттармалла.
Кĕсье телефонĕсене вăрланă тĕслĕхсем пирки уйрăммăн каласа хăварас килет.Тĕпрен илсен, вĕсем обществăлла вырăнсенче, больницăра, гардеробсенче тата ытти çĕрте ытларах çухалаççĕ. Телефон хуçисем хăйсем те айăплă çакăншăн – тимсĕр-асăрханусăр пулни хакла ларать. Кăçал телефон çаратнă тăватă çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене район судне ярса патăмăр. Шел, кĕсье телефонĕ вăрланă тепĕр 4 тĕслĕхе хальлĕхе уçса парайман-ха.
Çула çитменнисем хушшинче те саккуна пăсакансем сахал мар пулни самаях пăшăрхантарать. Кăçал, акă, 25 çамрăк тĕлĕшпе 21 уголовлă ĕçе район судне тăратрăмăр. Çула çитейменнисем ытларах вăрă ĕçĕпе, тĕпрен илсен, кĕсье телефонĕсем пĕçертнипе, çакланаççĕ. Паллах, ачисен ырă мар ĕçĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă. Хăшĕ-пĕри ĕçкĕ-çикĕпе айкашса ывăлĕ-хĕрĕ пирки маннă. Ăнăçсăр çемьесенчи çамрăксем ирĕксĕрех вăрă çулĕ çине тăраççĕ.
Акă, Вăрнар поселокĕнче виçĕ çамрăк, хăйсем мĕнле киревсĕр ĕç тунине ăнлансах, скутер вăрласа тарнă та ăна яла пуш киле пытарса лартнă. Паллах, кунашкал тĕслĕхсене пĕрре кăна мар илсе кăтартма пулать. Çавăн пекех çула çитменнисен айăпĕпех крахмал заводĕнчен проводасем «çухалнă», Пăваялĕнче автомашина çинчен магнитола та ирĕксĕрех «ураланнă».
Чылайăшĕ илтнĕ те пулĕ, кăçал Калинино салинчи столовăйĕнче киревсĕр хăтланнă тĕслĕх те пулнăччĕ. Айăплă çамрăксене те çийĕнчех тупса палăртнă, явап тыттарнă.
Волонтерти çамрăк вара уйрăмах «палăрнă». Пĕрре кĕрсе тухнă вăл ют кил-çурта, унтан укçа йăкăртса тухнă. Анчах çакăнпа лăпланайман вăл – çак килех тепĕр хутчен кĕрсе укçа вăрланă, унтан... виççĕмĕш хут.
Пĕррехинче, акă, «Ваш партнер» общество хÿмисем çывăхĕнче милици сотрудникĕсем икĕ çамрăка тытса чарнă. Вĕсем кунта ырă шухăшпа çитмен пулнă иккен, путсĕрсем вăрлас-çаратас тĕллев тытнă. Çапла майпа вăрланă задвижкăсене çунашкапа турттарса тарма хăтланнă чух пиччĕшпе шăллĕне йĕрке хуралçисем вырăнтах ярса илнĕ. Вĕсене те судпа айăпланă. Çавăнпа та пурне те саккуна пăхăнса пурнăма сĕнетпĕр. Кайран ÿкĕнмелле пулса ан тухтăр.