24 декабря 2008 г.
Наркомани – обществăшăн хăрушă пулăм. Пĕр наркоман хăй кăна мар, харăсах темиçе çынна «чирлеттерме» пултарать. Çакăнпа пĕрлех наркăмăшсемпе анраса киревсĕр ĕçсем тăвакансен шучĕ те ÿсет. Пĕр хăнăхсан организм ку сиенлĕ йăларан уйрăлаймасть, вăйлăраххине те вăйлăраххине ыйтать. Çын ухмаха тухнипе усă куракансем вара «чирлисем» çинче пуяççĕ. Черетлĕ «дозăшăн» тем тума та хатĕр вĕт наркомансем, ыррине ан кĕт вара вĕсенчен. Çавăнпа та милици сотрудникĕсем, çав шутра шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнче те, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешессипе çине тăрсах тимлеççĕ.
Акă, пĕр тĕслĕх кăна. Кăçалхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Вăрнарта пурăнакан А.Бородкин суд тенкелĕ çине ларнă. Шăпах та çÿлерех асăннă сăлтавпа – саккуна пăсса наркотиклă вещество пухнăшăн тата ăна упранăшăн. 26-ри çамрăк, Казахстан Республикинче çуралса ÿснĕскер, юриех йывăр преступлени тунăшăн унччен маларах пĕр çулта 6 уйăх ларса тухнă. Анчах унтанпа икĕ çул ытларах анчах иртнĕ, вăл каллех милици сотрудникĕсен аллине лекнĕ.
Кăçалхи августăн 10-мĕшĕнче А.Бородкин Вăрнар айăккинче вырнаçнă «Черемушки» коллективлă сада çитнĕ. Паллах, кунти çутçанталăк илемĕпе киленес, уçăлса çÿрес шухăш пулман унăн. Вăл хăйне усă курма наркотик хатĕрлес тĕллевпе, пахчасенче хăй тĕллĕн çитĕнекен мăкăне пухма пуçăннă. Вăрттăн пухнă, наркăмăш тума май паракан ÿсентăрана арçын Вăрнартах, Тракторнăй тăкăрлăкри пушă ларакан пĕр сарайĕнче саккунсăр майпа пытарса упранă. Анчах чылай вăхăт мар – августăн 15-мĕшĕнче ку вăрттăн вырăна йĕрке хуралçисем тупса палăртнă. Çапла майпа, типĕтнĕ мăкăнь улăмĕ 41,2 грампа танлашнă, ку пысăк калăпăш шутланать.
Саккунпа туслă пурăнас килмесен пуçран шăлмаççĕ çав. А.Бородкина та Вăрнар район сучĕ иккĕмĕш хутчен ирĕкрен хăтарнă, хальхинче – пĕр çуллăха.