Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçисене явап тыттармалла мар-ши

24 декабря 2008 г.

Çынпа çумма-çуммăн пурăнакан чĕрчунсене килтисем тетпĕр эпир (биологи ăслăлăхĕнче те çапла уйăрнă). Вĕсен, ячĕ тăрăх, лăпкă, çынсемшĕн усă кÿрекен, хăрушсăр пулмалла пек. Анчах хуçи пăхмасть, ирĕке ярать-тĕк килти те... тискер чĕрчун пулса тăрать. Кун пек чухне вăл усă кÿме мар, ют çынсемшĕн те, çав вăхăтрах хуçишĕн те хăрушă.

Нумаях пулмасть редакцие хаçатăн черетлĕ номерне илме килнĕ хĕрарăм кăсăклă калаçу пуçарчĕ. «Тепĕр чухне Вăрнар урамĕпе утма хăрушă вĕт. Çÿп-çап ещĕкĕ патĕнчен пĕр йытă сиксе тухать, тепĕр кĕтесре иккĕмĕшĕ кĕтсе тăрать. Шкулсемпе ача сачĕсем çывăхĕнче те йышпа – пĕчĕкки, пысăкки пурте пĕрлех – чупса çÿреççĕ. Ачасене хăть килтен ан кăлар», – хăйĕн чунран тухакан пăшăрханăвне пĕлтерчĕ вăл.

Унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăма пултараймарăм. Хампа та çакнашкал пăтăрмахлă ĕçсем пулса иртни пирки аса илтĕм. Калинино салинче пурăнатăп та, кунта ирĕкре чупакан йытăсем тĕлĕшпе лару-тăру хăрушсăррине çирĕплетейместĕп. Пĕрре çапла пĕчĕк ывăлăмпа (ун чухне вăл виççĕре кăначчĕ-ха), ватă мăнакка патне пулăшма кайма тухнăскерсем, Советски урамĕпе утатпăр. Пĕлетĕп: кунта йытăсем кĕтĕвĕпех чупаççĕ. Пурин те хуçисем пур, вĕсем килсĕр мар, анчах темшĕн пĕрмаях урамра, ирĕкре. Çапла ывăлăма алла йăтнă та (тахăш кил умĕнчен е пахчаран пĕр-пĕр йытă сиксе тухса тапăнасран хăраса), сасă тăвас мар тесе шăппăн утатăп. Мăнаккан пÿрчĕ тĕлне çывхарса пыратăп, хальхинче тĕрĕс-тĕкелех çитрĕмĕр пулмалла тесе шутлатăп. Çук вĕт – кÿршисен çăмламас сарă йытти вирхĕнсе тухрĕ, пуçларĕ тапăнса вĕрме. Кил хуçисен ачисем хăйсен «тусне» килелле чĕнсен кăна пирĕнтен аран-аран «уйрăлса» кайрĕ. Тĕлĕнетĕп: ку «килти чĕрчун» çынна суранлатсан тин хуçисем йытта кăкарăнчăкра тăратĕç-ши; Ан манăр, инкеке асăрхаттарма çăмăлрах. Тăватă ураллă «юлташăра» ярункара çÿретнĕшĕн кайран ÿкĕнмелле пулса тухмĕ-ши;

Сăмах май, çакнашкал пĕр тĕслĕх кăна пулман. Йытăсем «çула пÿлнипех» пĕррехинче чирлĕ мăнаккана эмелсене вăхăтра çитерсе параймарăм. Çур çула çитнĕскер, хура-шурă йытăсен «кĕтĕвĕ» ман еннелле талпăнса килнине асăрхасан, хам та пысăк хăвăртлăхпа каялла тапса сикрĕм. Урамра йытăсем «хуçаланнă» пирки ывăлăм та пĕчĕкрех чух выляма тухма хăратчĕ. Лешĕсем питĕ сĕмсĕрленеççĕ çав, ача-пăча пуçтарăнакан хăйăр куписем çинех каяшĕсене хăвараççĕ. Вĕсем хыççăн пĕчĕк шăпăрлансене тĕрлĕ чир-чĕр кĕтни çинчен калама та кирлĕ мар.

Пурте пĕлетпĕр, ирĕкре чупакан йытăсемпе «кĕрешеççĕ-ха» тивĕçлĕ службăсем. Анчах мĕнле мелпе;! Ним шелсĕр персе пăрахса... Çук, эпĕ çакăнпа пачах та килĕшместĕп, вĕсем те пирĕн пекех чĕрĕ чунсем. Шутласа пăхăр-ха, мĕншĕн ку килти чĕрчунсем урамра, хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ, апат шыраççĕ, тискерленеççĕ; Сăлтавĕ – хуçисен чунсăрлăхĕ, ытти çынсен хăрушсăрлăхĕ çинчен пачах та шутламанни... Енчен те кашниех хăйĕн «тусне» тивĕçлĕ пăхать-тĕк, кăкарăнчăкра усрать-тăк (капла унран усси те нумайрах, пурлăх та шанчăклă хуралта), çÿлерех асăннă пек кăткăс самантсем тĕл пулмĕç, урамсемпе çынсен те ирĕклĕн çÿреме май пулĕ. «Кама хÿтте илтĕн, çавăншăн эсĕ яваплă» тенине кăна асра тытмалла. Урамри кашни йытта персе вĕлернипе ку ыйтăва тĕпĕ-йĕрĕпе татса парасси иккĕлентерет. Явапсăр хуçасем пулсан, пĕр вĕлернĕ йытă вырăнне тепри хăвăртах йышăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика