Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛЕКСАНДРОВСЕН КĔПЕРĔСЕМ

24 декабря 2008 г.

Пăртаспа Çарăклă хушшинчи пĕчĕк çеç икĕ юханшыв урлă хывнă кĕперсем тахçанах арканса юрăхсăра тухнăччĕ. Çамрăкраххисем ун урлă асăрханкаласа каçкалатчĕç-ха, анчах ватăраххисене ку вырăн самаях сехĕрлентеретчĕ. «Кĕперсене такамсем юсаса парасса кĕтсе илеймĕпĕр, ал-ура сывă чух иксĕмĕр аппаланса пăхар мар-и», – çапларах шут тунă Çарăклăра пурăнакан пĕр мăшăр Александровсем – Мария Петровнапа Иван Александрович.

Ирхине выльăх-чĕрлĕхе апатлантарса-шăварса килти ытти ĕçсене тирпейленĕ те, пăчкă-пуртă хĕстерсе Александровсем Пăртас еннелле васканă. Вырăнĕ кунта ытарайми илемлĕ: вăрман, уй-хир, шыв шăнкăртатса юхать.

Маня аппапа Ваня пичче яра куна хавхаланса тăрăшни харама кайман. Вĕсен ĕçĕ – меллĕ те çирĕп икĕ пĕчĕк кĕпер – аякранах куçа илĕртет. Малашне кĕркунне те, çуркунне те çынсем вĕсем урлă шанчăклăн каçса çÿрĕç. «Ырă çынсене Турă сывлăх, вăрăм кун-çул патăр», – теççĕ Пăртаспа Çарăклă çыннисем, пĕр мăшăр Александровсене чĕререн тав туса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика