Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нарспи пурнăçĕ нушаллă пулман-и;

24 декабря 2008 г.

Чăваш ен «Нарспи» поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнине паллă тăвать. Паллах çак поэмăна вуласа курман çын çуках ĕнтĕ чăваш хушшинче. Анчах чăваш халăхĕ хушшинче хăй ĕмĕрĕнче нихăçан та Нарспи тÿснĕ нушаллă пурнăç, пулман тесе ĕнентерес шухăшпа, поэмăна урăх кĕтеспе пăхас текенсем те пур иккен, кун çинчен пытармасăрах калаçаççĕ.

Манăн анне, сăмахран пысăк, нумай ачаллă çемьере ÿснĕ, вунпĕр ачаран çемьере арçынсем ашшĕпе кĕçĕн шăллĕ кăна пулнă. Çĕр реформи хыççăн ятпа вара çĕре икĕ арçыншăн кăна панă, вунпĕр хĕрарăм çын вырăнче пулса шута кĕмен.

Çакна пула ман аннен вунултă çултах пуян хуçа патĕнче шыв арманĕ тунă çĕрте никĕс тăмне çара уран çăрма тивнĕ, çавна пула çамрăклах суккăр пулса юлнă вăл. Çавăнпа та анне, тарçă пурнăçĕпе паллашнăскер, революци пулнăшăн мĕн виличченех савăнмаллипех савăнатчĕ. Европа патшалăхĕсем йăлтах Гитлера пăхăнса, ун майлă çапăçнă вăрçа, паллах, революци пулнăшăн иккĕленекен халăх çĕнтерме, арканса юхăннă халăх хуçалăхне кĕске вăхăтрах ура çине те тăратма пултарайман.

Хам ас тăвасса, тăван ялтах хура пÿрте курма тиврĕ, çунма пуçланă çурта сÿнтерме, çунаканскертен сĕм курман карчăка çавăртса тухма тиврĕ.

Паллах, паянхи пурнăçра «Нарспи» поэма çутă куна курасси икĕ телейлĕ, мĕншĕн тесен эпир пурте хамелеон евĕр тĕсе улăштарма хатĕр. Çăварти çăкăра туртса илсен те тепĕр чухне хирĕç сăмах хушма хăратпăр, çавна пула та ĕнтĕ пĕр чăрмавсăрах истори страницисене улăштарса çырма васкаççĕ, халăх кăмăлне пăхмасăрах урăхлатса хураççĕ. Темшĕн юрататпăр-çке эпир пурте çил вĕрнĕ еннелле утма кăна, кайран çултан çĕтсе кайсан хамăра хамăр вăрçма, ÿпкелешме пикенетпĕр. Çĕршыв пуянлăхĕ ĕмĕртен халăх вăйĕпе пуçтарăннă, апла пулсан патшалăх пуçлăхĕсем пĕр-пĕринпе тĕрмешни халăхран аякра тăмалла, иртнĕ ĕмĕрти пурнăçа хисеплеме те вĕренмелле.

Çакăн пек чухне вара, паллах, «Нарспи» поэма та халăха пĕр вараламасăрах малалла пурнăç çулĕпе утма пулăшĕ. Поэма çырăннă вăхăтра чăваш халăхĕшĕн çав тери чаплă пурнăç пулнах тесе ĕнентерме те май çук ĕнтĕ, мĕншĕн тесен поэма авторĕ К.В.Иванов çамрăклах çĕре кĕрсе выртман пулĕччĕ, паян унăн таланчĕ те, чăваш культури те пуянрах пулнă пулĕччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика