Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăна тухас умĕн

17 декабря 2008 г.

Районта шкул ачисен спартакиади йĕркипе пыракан волейбол турнирне иртнĕ эрнекун хĕрачасен вунпĕр команди хутшăнчĕ. Вăйăсем Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕнче тата 1-мĕш вăтам шкулăн спорт залĕнче иртрĕç.

Иртнĕ çулсенчи вăйăсене шута хурса пулĕ турнира йĕркелекенсем малтанласах тавçăрни тÿрре тухрĕ – Çĕрпелти вăтам шкул хĕрĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. «Призлă вырăншăн хĕрÿ тупăшу пырать – вăйлă командăсем пур», – палăртрĕç вĕсем темиçе шкул ятне асăнса. Чи вăйлисене вара финал кăтартрĕ: Аçăмçырминчи вăтам шкул команди иккĕмĕш, Кульцаври вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Январь–февраль уйăхĕсенче волейболистсен район чысне республикăра хÿтĕлеме тивет. Унччен вара çĕнтерÿçĕсем районăн пĕрлештернĕ командине йĕркелĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика