Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивале хутшăнса

17 декабря 2008 г.

Кĕнекене пĕлÿ çăлкуçĕ тесе ахальтен каламан. Хăть мĕн чухлĕ вăхăт ирттĕр, анчах ку каларăшăн пĕлтерĕшĕ çухалмасть. Кирлĕ информацие темле пысăк технологиллĕ майпа тупма май пултăр, çапах та ырăлăхпа çынлăха вĕрентекенни, пурнăçри вырăна тупма пулăшаканĕ – пурпĕрех кĕнеке. Вăл ача чух та, ÿссен те пĕрле, чăн-чăн юлташ пултăр. Республикăра декабрĕн 8–12-мĕшĕсенче иртнĕ «Кĕнекепе – Çĕнĕ çула» фестивалĕн тĕллевĕсем те малашлăха пăхаççĕ. Ăна ачасене кĕнекепе çывăх туслаштарса вĕсене анлă тавракурăмлă, пултаруллă ÿсме пулăшма, сиенлĕ йăласенчен пистерме йĕркеленĕ. Ку фестиваль йĕркипе районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин пайĕнче те вулавсем, викторинăсемпе конкурссем, калаçусем ирттернĕ, кĕнеке куравне хатĕрленĕ.

Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче ача-пăча литературин пайне кĕçĕн çулхи ачасем пухăннă. Вĕсем «Малыш и Карлсон» видеоюмах уявне савăнсах хутшăннă, ку хайлав çинчен хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ, пĕчĕк пулин те тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума пултарнине кăтартнă. Декабрĕн 9-мĕшĕнче, библиотекарьсем тăрăшнипе, 2–4-мĕш классенче вĕренекенсене абонементра «Ачалăх тĕнчине – çулçÿрев» кĕнеке куравĕ кĕтсе илнĕ. Кунта вырăс тата чăваш писателĕсен «туслăх», «пĕрлĕх» тата «пĕр-пĕрне хисеплесси» ăнлавсене хускатакан кĕнекисене пĕрлештернĕ.

Юнкун, акă, вулав залĕнче «Поэзи кунĕ» ятпа вулав конкурсĕ иртнĕ. Вăтам çулхи ачасем вырăс тата чăваш халăхĕсен поэчĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнă, хăйсен чи юратнă сăввисене илемлĕ вуланă. Конкурссантсем пĕчĕк парнесене тивĕçнĕ.

Декабрĕн 11-мĕшĕнче библиотекарьсем кĕçĕн çулхи ачасене халăх сăмахлăхĕпе кăсăклантарма тĕллев тытнă. Ăслă каларăшсем, тупмалли юмахсем, асамлă тата йăла юмахĕсем, вăйăсем – çаксем пурте халăхăн ăс-хакăлне кăтартаççĕ. Вĕсемпе вăйă мелĕпе паллаштарни ачасене халăх сăмахлăхĕн пурлăхне туллин ăнланма май панă.

«Кĕнекепе – Çĕнĕ çула» фестивале хутшăнса ача-пăча литературин пайĕнче йĕркеленĕ мероприятисене «Литература геройĕсем патĕнче – хăнара» викторина вĕçленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика