Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калаçу урокĕсенче

17 декабря 2008 г.

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблеи çынсен прависене хÿтĕлекен Декларацие йышăннăранпа 60 çул çитрĕ. Унтанпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ пулин те документ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.

Çак кун Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче «Çын прависем» темăпа калаçу урокĕсем иртрĕç. Вĕренекенсене хăйсен прависемпе тивĕçĕ çинчен аса илтересси, деклараци статйисене пăхса тухасси уроксен тĕп тĕллевĕсем пулчĕç. 3-мĕш класс ертÿçипе А.В.Романовапа 8-мĕш класс ертÿçи Е.А. Григорьева уçă класс сехечĕсем ирттерчĕç.

А.В.Романова кĕçĕн çулхи ачасене пĕрремĕш хут Деклараципе паллаштарчĕ. Юмахри геройсемпе пĕрле вĕсем «ача прави», «çын прави» ăнлавсемпе паллашрĕç. «Пирĕн пурин те пĕр пек правасем, эпир пурте пĕр тан, çавăнпа пирĕн пĕр-пĕрне ăнланас, юратас, хисеплес пулать», – терĕ вĕрентекен.

Аслă классен пĕлÿ шайĕ тарăнрах пулнине кура Е.А.Григорьева Деклараци статйисем çинче тарăнрах чарăнса тăчĕ, тĕп принципĕсемпе задачисене уçса пачĕ. «Çын прави», «общество прави», «ушкăн прави» пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăннине ачасем тĕрлĕ вăйăсем урлă пĕлчĕç. Деклараци статйисем пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине вĕсем кулленхи тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика