Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп саккун тавра

17 декабря 2008 г.

Раççей Конституцине йышăннăранпа 15 çул çитнине халалласа Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче те мероприятисем анлă иртрĕç. Тĕллевĕ пархатарлă – вĕренекенсене патшалăхăн çак тĕп докуменчĕ, патшалăх символĕсем, Гимнĕ çĕршыв историйĕпе культурин уйрăлми пайĕ пулнине вĕрентесси, вĕсенче мăнаçлăх, патриотизм туйăмне вăйлатасси.

Истори преподавателĕ А.С.Матвеев актовăй залра мĕнпур вĕренекенпе «Конституци прависен тата ирĕклĕхĕн ăнланăвĕ» темăпа класс сехечĕ ирттерчĕ. Правоведени преподавателĕпе Н.В.Васильевпа Г.Приезжева библиотекарь ирттернĕ тематикăллă урокра Раççей гражданĕсен прависемпе тивĕçĕсем çинчен калаçрĕç.

«Конституци прависемпе ирĕклĕхĕн вунпилĕк çуллăхĕ» çавра сĕтелре вĕренекенсем обществăна хумхантаракан çивĕч ыйтусене çĕклерĕç. Библиотекăра информаци стенчĕ йĕркеленĕ. «Хамăр çĕршывăн тĕп саккунне пĕлетĕн-и;» викторинăна та ачасем хастар хутшăнчĕç, вĕсем Конституципе çыхăнннă ыйтусем çине хуравларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика