17 декабря 2008 г.
Калама çук вăрăм çула утса тухрĕ «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăмăр. Шăпах çитмĕл сакăр çул каялла унăн пĕрремĕш номерĕ вулакансем патне çитнĕ. Халĕ, акă, район хаçачĕн 10000-мĕш номерĕ кун çути курчĕ!
Эпĕ «Çĕнтерÿ çулне» хĕрĕх çул ытла çырса тăратăп. Çавăнпа вăл маншăн тăванран та çывăх. Редакторта Петр Алексеевич Тихонов-Ялкир, Михаил Алексеевич Васильев, Анатолий Игнатьевич Степанов, Павел Николаевич Николаев ĕçленĕ çулсем халĕ те асăмрах.
Район хыпарĕсене радиопа пĕлтерсе тăма пăрахнăранпа икĕ çул çитрĕ темелле. Вăрнар тăрăхĕн пурнăçĕпе халĕ «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат урлă кăна тĕплĕн паллашма пултаратпăр. Редакци коллективĕ юлашки çулсенче хаçата содержани енчен те, илемлĕх тĕлĕшĕнчен те палăрмаллах лайăхлатса пыни мана уйрăмах савăнтарать. Тиражĕ те самаях ÿсрĕ пулин те хаçат халлĕхе кашни киле пырса тăманни вара кăмăла хуçать. Ман шутпа, район пуçлăхĕсен хаçат урлă халăхпа тăтăшрах калаçма, çивĕч ыйтусен хуравĕсене яр-уççăн пĕлтерме тăрăшмалла.
Тĕрĕссипе, «Çĕнтерÿ çулĕ» вулакансемшĕн район энциклопедийĕ вырăнĕнчех. Калăпăр, тепĕр чухне хаçатăн темиçе çул каяллахи номерĕ те шутсăр кирлĕ. Çитмĕл сакăр çул хушшинче журналистсем Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансен ĕçне-хĕлне яр-уççăн çутатса тăнă, халăха хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусене вăхăтра татса парассишĕн хыпса çуннă. Шутлатăп та, тĕрлĕ тапхăрта тимленĕ редакторсене çăмăл пулманах ĕнтĕ. Хаçат чăннипех паттăрла утăмсемпе малалла талпăнать. Эпĕ, сăмахран, юратнă хаçатăмăр пирки икĕ питлĕ тенине пĕр вулаканран та илтмен.
Халĕ редакци коллективĕ çамрăксенчен тăрать. Пултаруллă, анлă тавра-курăмлă журналистсем ĕçлеççĕ. Вĕсен корреспонденцийĕсемпе статйисене, тĕрленчĕкĕсемпе очеркĕсене халăх кăмăлласа вулать.
Юратнă хаçатăм, малашне те Çĕнтерÿ çулĕпе хăюллăн та сулмаклăн утмалла пултăр сана, хăвăн ятна ялан çÿлте тыт!