17 декабря 2008 г.
Пурăннă пулсан, Вăрманкасри Иван Кондратьевич Степанов кăçал 100 çула çитетчĕ. Вăл 1932 çултан пуçласа пирĕнтен уйрăлса кайичченех – 45 çул хушши – район хаçатне çырса тăчĕ. «Хаçата çырас пулсан пурнăçа пур енлĕн курма пĕлни кирлĕ, çавăн чухне тин пурнăçăн ырă тата тÿнтер енĕсене тишкерÿллĕн те тĕплĕн уçса пама пултаратăн», – вĕрентетчĕ пултаруллă ялкор пире, хаçата анчах çырма тытăннăскерсене.
И.Степанов ытларах информацисем çыратчĕ. Вĕсене вулакансем яланах килĕштеретчĕç. Мĕншĕн тесен автор паян пулнă факта çийĕнчех редакцие çитернĕ. Ялкор пĕчĕк информацисем урлă ял-йыш ĕçне-хĕлне интереслĕ те чĕрĕ каласа пама пĕлетчĕ. Вăл çапларах ăс пани халĕ те асрах: «Редакцире ĕçлекенсем тем пек тăрăшуллă пулсан та пултаруллă ялкорсемсĕр хаçатăн кашни номерне халăх юратса вуламалла тăваймĕç». Ватă ялкор блокнота хăйĕнчен хăвармастчĕ, çул çинче е ĕçре интереслĕ хыпар илтрĕ пулсан, çийĕнчех паллă тăватчĕ.
Çак пархатарлă ĕçе хастар хутшăннăшăн вăл грамотăсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ, ялкорсен республикăри 2-мĕш тата 3-мĕш съездчĕсен делегачĕ пулнă.
Пурнăç йывăррипе Иван Кондратьевича тăватă çултан ытла вĕренме май килмен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăхăр ача пăхса çитĕнтернĕ. Колхозра кирпĕч çапакансен бригадине ертсе пынă. Хисеплĕ колхозник ята тивĕçнĕ.