17 декабря 2008 г.
Районти тĕп библиотекăн вулав залĕ çынпа лăк тулнă. Ветерансем, вĕренÿ ачисем. Ялсенчен çитнĕ библиотекарьсем. Владимир Кузьминăн вулакан патне çула тухнă кĕнекине хаклама пуçтарăннă. Чипер хуплашкаран тÿрех курăнать: туслăхпа юратăва асамат кĕперĕ çыхăнтарнă-мĕн...
Пуç-вулавăш хуçи – Надежда Вячеславовна Лукина малтан хăйсем ÿкернĕ фильм тăрăх кĕнеке авторĕпе, районпа Вăрнар енĕн паллăрах çыннисемпе паллаштарчĕ. «Питĕ кирлĕ кĕнеке хăнана килчĕ. Вăл ĕнтĕ ĕмĕрлĕхе хамăр хушăра юлать. Авторĕпе халĕ куçăн пуплеме пултаратăр», – терĕ директор.
Раççей писательсен союзĕн членĕ М.Васильев «Под радугой дружбы и любви» сборникăн пĕлтерĕшне палăртса калаçрĕ. Ăна Вăрнар районĕн 80 çулне тата Вăрнарпа Золотоноша районĕсем туслă та ĕçлĕ çыхăнусем тытма пуçланăранпа çур ĕмĕр çитсе пынине халалланă. Кĕнеке идейи писателĕн – Владимир Прокопьевичăн. Документсене нумай çул хушши пуçтарнă. Автор шухăшне хÿтте илекенĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Иванович. «Икĕ Кузьмин тĕв тунипе хăйне майлă тепĕр энциклопеди çуралчĕ», – терĕ писатель.
Кĕнеке пуçламăшĕнче илемлĕ икĕ повеç. Автор вĕсен историне чăвашсемпе украинсен яш-кĕрĕмĕн ĕмĕрлĕх вĕри юратăвĕ çинчен тесе палăртнă. Çынсем, халăхсем хăйсен ăсĕ-тăнĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе авалтан-ĕлĕкрен пĕр-пĕрин патне туртăннă. Совет Союзĕнче пĕр çемьери евĕр çывăхланса пынă. Чăваш каччисем Совет Çарне Украинăра тăнă Чапаев дивизине лекесшĕн хытă ăнтăлатчĕç. Çав дивизи историне пулах эпир Золотоношăпа тачă çывăхланса кайрăмăр, чăвашсем салтакран маттур хитре украинкăсене çавăртса таврăнатчĕç. Украин çĕрĕнче мăшăрланнисем вăрнарсене Золотоношăра кĕтсе илме чăвашла парнесемпе, чăвашла саламсемпе тухатчĕç. Икĕ енĕшĕн те кĕтменле интереслĕччĕ! Чăваш пăхаттирĕпе украин чиперĕ Атăл урлă каçма пĕр чĕлхе тупнăран телейлĕ-мĕн. Чăвашсемпе украин сатурĕсем Уренгой – Ужгород газ пăрăхĕсене хума Вăрнар тăрăхне пĕрле тухатчĕç. Тавах Совет Союзне: Уренгой парнинчен хамăр та газлă пулса тăтăмăр! «Шăратнă сыпă» («Радуга в дуге») повеçре – пурнăçран илнĕ чăн эпизодсем, произведени геройĕсем – пурте хамăр хушăран.
Кĕнеке пуçламăшĕнчи тата вĕçĕнчи сыпăксене прологпа эпилог вырăнне йышăнма пулать: пуян-çке вăл – халăхсен туслăхĕ, чи çÿллĕ шайра – чикесĕр-виçесĕр юратупа интеллектуаллă хăватлă вĕçев çÿллĕшĕнче аталанса пырать.
Сборникăн шăнăрне, унăн тĕп пайне «Вăрнар – Золотоноша» тесе палăртнă. Районсен пуçлăхĕсем хăйсен çĕрĕ-шывĕпе, çыннисемпе, нумай енлĕ çитĕнĕвĕпе, малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштараççĕ, тулайман ĕмĕчĕсемшĕн пăшăрханаççĕ. Украинăна кайса çÿренисен çырăвĕсем. Рапортсем. Отчетсем... Ку пай, ăнланмалла, фотоматериалпа тулăх. 60–70–80-мĕш çулсенче Золотоношăпа Вăрнар хаçачĕсенче ылмаш страницăсем тухатчĕç. Кун пирки те каланă. Интереслĕ летопись – хăй пĕр кĕнеке пулать.
Хими завочĕ – Вăрнарăн элемлĕ-симвăллă предприятийĕ. Сахăр кăшманĕпе çĕр улми уйĕсене имçамлама кунтан Украинăна гербицидсем пайтах турттарнă. Золотоношăран элитлă тырă вăрлăхĕ килетчĕ, эпир паха сортлă çĕр улми ăсатнă. «Хуçалăх расчечĕ», «Пĕтĕмĕшле механизаци», «Химизаци», «Мелиораци», «Специализаци» тенĕ терминсем пирĕн пата Украинăран килнĕ, Вăрнар районĕн хуçалăхне хĕрÿллĕ ĕçпе строительствăна кÿлнĕ. Катари паха инфраструктурăна ăмсанса, ача-пăча сачĕсем, шкулсем, çулсем тăвасси вăйланнăччĕ.
Туслăх сÿнмен-ха. Шел, хуçалăхри, экономикăри çыхăнусем хавшарĕç. Çакна химиксен коллективĕ те пĕлет. Тĕл пулура тухса калаçнисем те, Золотоноша тăрăхĕнче пулнисем, С.В.Валерианов, И.Н.Павлов, А.И.Ильин, ыттисем, ырă асаилÿсемпе пĕрле пăшăрхантаракан чылай самантсене астутарчĕç. Украина ăçталла талпăнать; Капитализм тĕнчине тавраллах хуптĕрленĕ кризисран епле тухмалла-ши;
Çут тĕнче, тетпĕр те, ăна çутлăх çеç, ăстăнпа илем кăна çăлса хăварма пултарĕ. Кĕнеке вĕçĕнче халăхсен туслă çыхăнăвне çÿллĕрен те çÿле çĕклемешкĕн кÿлĕннĕ улăпсене кăтартнă: Çеçпĕл Мишши, Тарас Шевченко, Алексей Кокель, Праски Витти, Андриян Николаев, Павел Попович, Юрий Васильев, ыттисем...
Вăрнар историйĕнчен тепĕр кĕнеке сĕтел çине выртрĕ. Вăл кашни килтех, кашни библиотекăрах ал айĕнче пулас пек туйăнать.