Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАТАРИ САТУР ЧĂВАШ

17 декабря 2008 г.

Мăн Хирлеп чăвашĕ Титта Гришши – Григорий Титович Федоров тахçантанпах катари Омск хулинче пурăнать; ĕçлĕ ĕмĕрĕ тăршшĕпех, темелле-ши; Унăн уçă-ырă кăмăлне, ăслă-тăнлă шухăшлавне сăввисенчен пĕлме пулать. Кун-çулĕн сатурлăхĕ, пархатарлăхĕ ырми ĕçĕ-хĕлĕнчен курăнать. Тăван çĕршывĕнче Калининăри вăтам шкула пĕрле вĕренсе пĕтерме пÿрнисемпе тĕл пулнă чух курса çÿрет. Хирлеп – Нурăс тăрăхĕ уншăн çав тери çывăх. Ку тăрăхри нумай-нумай паллă-чаплă çынсене пĕлет, ачалăхĕнчен юлнă кашни тĕме-тĕмескене астăвать. Чăвашсен çĕнелсе пыракан йăли-йĕркипе, культурипе интересленет.

Кăçал Омскра «Юлташ» ятпа хулари чăвашсен наципе культура автономине йĕркелесе регистрациленĕ. Пуçаруçисенчен пĕри – Григорий Федоров. Вăлах – «Юлташ» канашĕн председателĕ. «Юлташ» ятпах чăвашла хаçат кăларма тытăннă. Унта Титта сăввисем те пур. Пĕр ятпа – «Чăваш халăхĕ пĕтмест!» тенĕ. Чĕнсе каланисем Омскри мĕнпур чăвашсене чăмăртанма йыхравлаççĕ. Чи çивĕч ыйтусене вĕсем хăйсен пĕрлехи пухăвĕсенче сÿтсе явĕç. Илемлĕ пултарулăх смотрĕсене, фестивалĕсене ирттерĕç. Уявсенче те, хурлăхлă кунсенче те пĕрле пулĕç. Пĕр-пĕрне пурнăçра пулăшма пултарĕç.

Юлташлăхăн пирвайхи утăмĕсем тÿрех курăмлă: хулари пĕр пĕтĕмĕшле субботникра чăвашсем вунă юман лартса хăварнă. Омскăн 300 çулĕ ячĕпе тăракан паркра «Омскри чăвашсен аллейине» тăваççĕ. Çуллахи тапхăрсенче унта чăваш наци уявĕсене ирттерме пулать. Григорий Титович пĕр вăхăтрах тăван ен пурнăçĕ пирки те канăçсăрланать. Сăмахран: «Хирлеп юханшывĕ çинче, Кăмпал тĕлĕнче, шыв арманĕ тепĕр хут лартса-вырнаçтарса хута ярсан мĕнле-ши;» – тенĕ.

Унăн пĕр виçĕ сăввине пичете сĕнес килчĕ. Чăвашла шухăшлама пăрахман пулин те, курăнать – чăвашла çырма ăна йывăртарах. Вырăсла сăнарлă таса чĕлхепе çыраять. «Поцелуй через годы» – чипер калав. Чун-чĕрене витермелĕх маçтăрланă. Чăваш ене янă çырусене Г.Т.Федоров сăвăпа вĕçлет:

Сирĕн пÿртĕр ăшă пултăр.

Сĕтелĕ те тулли пултăр.

Хуплу-çăкăр тутлă пултăр.

Пылак сăри хаяр пултăр!

Телей те ăнăçу пултăр ăна пархатарлă ĕçĕнче!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика