Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАÇАТА ПУЛА...

17 декабря 2008 г.

Кăçалхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра «Татьян акка» ятпа мана тата Саша пиччепе Ваня шăллăма пăхса ÿстернĕ Пăртасра пурăнакан эпир хреснапай тесе хисеплекен Татьяна Ивановна Иванова çинчен çырнăччĕ.

Тепĕр кунне ывăлпа пахчара çĕр улми кăлараттăмăрччĕ, хреснапай пĕчĕк Христинăпа пÿрте юлчĕ, кин ял администрацине ĕçе кайрĕ. Йытă талпăнса вĕрнĕрен Олега: «Кайса пăх-ха, такамсем килнĕ пулас», – терĕм. Кĕçех таврăнчĕ те: «Тăваттăн килнĕ, виç хĕрарăмпа пĕр арçын, сана ыйтаççĕ, пĕрне те паллаймастăп», – тесе пĕлтерчĕ.

Хапха патне çитрĕм те, пăхатăп, аллине «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат тытнă çамрăк хĕрарăм мана хирĕç чупса çитсе ыталаса илчĕ, макăрса ячĕ. Мĕн пулса тухнине ăнланмасăр Олег ывăлăм шак хытса тăчĕ. Малалла вара «Жди меня» передачăри евĕрлех пулса тухрĕ. Эпĕ те, ăна ача чухне кăна курнă пулсан та, çак хĕрарăм Çĕмĕрле районĕнчи Атмалти Хăвакла мăнакайăн вăтăр çул ытла тĕл пулман Ольга аппан Ира ятлă хĕрĕ пулнине чухласа илтĕм. Тата икĕ хĕрарăмĕ Ольга аппан хĕрĕсем – Мускав облаçĕнче пурăнакан Галя тата Дон çинчи Ростовран килнĕ Зоя пулчĕç иккен. Вĕсем иккĕшĕ те отпуск илсе тăван тăрăха килсе çитнĕ-мĕн. Хамăр районти Хураçырма ялне качча тухнă Ира йăмăкĕ патне паян кăна хăнана килсе çитнĕ иккен. Арçынĕ Ира мăшăрĕ Сергей Антонов пулчĕ.

Çапла пĕр кĕтмен çĕртен тахçанах курман аякри тăвансем куç умне тухса тăнипе хам та савăнăç куççульне чараймарăм. Каярахпа, сĕтел хушшине ларсан, пирĕн хушăра чи хисеплĕ вырăнта, паллах, хреснапай пулчĕ. «Поездпа Пăртас çумĕпе иртнĕ чух: «Çак ялта пирĕн тăвансем пулма кирлĕ, Коля кукки тата унăн йăмăкĕ Татьян акка пурăнатчĕç, халь сывах-ши, тесе калаçса пытăмăр», – пĕлтереççĕ хăнасем.

Çул çинче калаçни тÿрре килнĕ пекех, Хураçырмана çитнĕ-çитменех Ира вĕсене почтальон анчах килсе панă «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата кăтартса: «Курăр-ха, пирĕн Пăртасри Татьян акка сывах та тĕрĕс-тĕкелех пурăнать иккен», – тесе кĕтсе илет. Çапла вара инçе çултан çитнĕ хăнасем машина çине лараççĕ те Пăртаса çул тытаççĕ. Шел, машинăра Ольга аппа валли вырăн тивĕçмерĕ, вăл макăрсах юлчĕ, теççĕ.

Çав кун «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата пула пирĕн килте чăн-чăн праçник пулчĕ. Аякри тăвансем пирĕн çинчен хаçат тăрăх пĕлсе килсе çитнипе хавхаланса, хăвăртрах кине шăнкăравларăмăр. Сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçу пуçланчĕ, сăмах çăмхине сÿтнĕ май ыйтса пĕлмелли тата аса илмелли темĕн чухлех пулчĕç. Хăнасене ăсатма вăхăт çитсен çак тĕл пулушăн хĕпĕртенипе пĕр-пĕрне ырă сунса, кĕсье телефонĕсен номерĕсемпе ылмашăнса, малашне час-часах тĕл пулма сăмах парса ăшшăн уйрăлтăмăр. Зойăпа Галя вара район хаçатне Дон çинчи Ростова тата Мускава илсе кайма пулчĕç. Акă пирĕн Чăваш çĕршывĕнчи йышлă тăвансем, тесе çывăх çыннисене кăтартма шантарчĕç.

Çапла, нумай çул хушши пĕр-пĕринпе тĕл пулман, манăçа та пуçланă аякри тăвансем район хаçатне пула тупăнчĕç. Енчен те «Çĕнтерÿ çулĕ» хреснапай çинчен çырса кăларман пулсан, çак хаçата Хураçырмари тăвансем çырăнса тăман пулсан тата миçе çул пĕр-пĕрин çинчен пĕлмесĕр пурăнаттăмăр-ши; Çавăнпа та «Çĕнтерÿ çулне» пысăк тав сăмахĕ калас килет, редакцин пархатарлă ĕçĕ малашне те ăнса пытăр, хаçат вулакансемшĕн кĕтнĕ чун-чĕре апачĕ пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика