Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛИТЕРАТУРА СУКМАКĔ ÇИНЕ ТĂМА ПУЛĂШРĔ

17 декабря 2008 г.

Журналист тата çыравçă пулас ĕмĕт пиллĕкмĕш класра чухнех çуралчĕ. Районти «Социализм çулĕпе» хаçатра кÿршĕ çамрăкĕсем – Вăрнарти зооветтехникумра вĕренекен Анатолий Емельяновпа Григорий Семенов-Григ статьясемпе корреспонденцисем час-часах пичетлетчĕç, сăввисем те тухкалатчĕç. Эпĕ те çырма шут тытрăм. Марина Платоновна Николаева учительница ял çыннисемпе политкружокра заняти мĕнле ирттерни çинчен «Кружоксем ĕçре» ятпа 1954 çулхи чÿк уйăхĕнче информаци çырса ятăм. Вăл кун çути курчĕ. Пĕрремĕш ăнăçлă утăм хавхалантарчĕ, тăтăшах çырма тытăнтăм.

Поэзи урхамахне иленесси пирки шухăшламан та, сăвăсене хам валли кăна çырнă. Хаçат-журнала сĕнмен. Вăрнар комсомол райкомĕнче ĕçлеме тытăнсан Михаил Васильев журналистпа паллашрăм, пĕррехинче сăвăсене ăна вулаттарса пăхрăм. «Кунта санăн пичете юрăхлисем те пур», – терĕ вăл. 1964 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче манăн «Чун савни» сăвă район хаçатĕнче пичетленчĕ. Каярахпа ытти сăвăсем те хăйсен сассине пачĕç.

Атте вăрçăра вилнĕ, анне ликбезра пĕр уйăх вĕренсе ал пусма кăна пĕлетчĕ. Çавăнпах вĕренÿ çулĕ çине тăрса чылай пĕлÿ илтĕм. Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕрентсе кăларнă журналистсен пĕрремĕш ушкăнне лекрĕм. Çулран çул ăсталăха туптаса ултă специальноçпа аслă пĕлÿллĕ пултăм. Шăпа пÿрнипе район хаçатĕнче те, радиоорганизаторта та тимлерĕм. Прозăпа поэзие те алла илтĕм: «Хура çăкăр – хура çĕр» поэма çырса пĕтертĕм, хаçат страницисенче кăçал та «Хамăр ялсем», «Ĕçе кĕтĕм» шÿтлĕ калавсем пичетленчĕç.

Чăнах та тин кăна çырма пуçлакансене «Çĕнтерÿ çулĕ» яланах пулăшуаллине тăсса парать. Çакна эпĕ хам та лайăх туйса ăнлантăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика