Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-хакăла пуянлатать

17 декабря 2008 г.

Хирпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта музыка предметне вĕрентекен Ольга Николаевна Николаевапа ултă çул каялла учительсен канашлăвĕнче паллашнăччĕ. Çамрăк пулсан та коллективра ят-сум çĕнсе илме ĕлкĕрнĕшĕн тĕлĕнтĕм ун чух. Ара хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан чыс-хисепе епле ан тивĕçтĕр;!

Ольга Николаевнăна ачасемпе пĕрле Вăрнар поселокĕнче час-часах куратăп. Ăста музыкçă вĕренекенсене районта иртекен мĕн пур смотр-конкурса, фестивале хутшăнтарать, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чун-чĕререн савăнать. Пултаруллă учителе «Çĕнтерÿ çулĕн» чăн-чăн тусĕ пулнишĕн те ырламалла.

– Ачасене лайăх пĕлÿ тата кирлĕ пек воспитани парас тесен вĕрентекенĕн чи малтан хăйĕн ăс-хакăлне пуянлатсах пымалла. Район пурнăçне пĕлмесĕр тавракурăма мĕнле аталантарăн; Çавăнпа «Çĕнтерÿ çулĕн» кашни номерне вулатăп. Хаçатра çырнă хăш-пĕр статьясене вĕренекенсемпе пĕрле сÿтсе явма тăрăшатăп, – пĕлтерчĕ Ольга Николаевна.

Питĕ шел те, районти пур учитель те район хаçатне çырăнса илмест. «Эпĕ литература вĕрентекенĕ мар-иç», – куçранах каларĕ мана пĕр физкультура учителĕ, Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕскер. Çак вĕрентекен класс ертÿçи пулнă май воспитани ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пыраять-ши; Иккĕленÿллĕ. Мăн кăмăллă ентешĕн сăмахĕсем пăшăрхантараççĕ паллах. Çав вăхăтрах Ольга Николаевăн ырă тĕслĕхĕ кăмăла çĕклет. Искусствăна аталантарас ĕçе пĕтĕм чунтан парăннă педагог Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнче çуралса ÿснĕ. Канашри педагогика колледжĕнчи музыка уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Хирпуçĕнчи шкулта 2000 çулта ĕçлеме тытăннă. Çак вăхăтранпа кашни çулах «Çĕнтерÿ çулне» çырăнса илет. Мăшăрĕ те Виктор Федорович район хаçатне юратса вулать. «Манăн ачамăрсем пĕчĕк пулсан та «Çĕнтерÿ çулне» тыткаласа пăхкалаççĕ, анчах чĕрмеççĕ. Шкула çÿреме пуçласан пĕтĕм çемйипе район хаçатне вулăпăр», – савăнăçлăн çирĕплетрĕ икĕ ача амăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика