Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮЛТАШ, КАНАШÇĂ, ВĔРЕНТŸÇĔ

17 декабря 2008 г.

Уравăшра çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрнарта пурăнакан Агреппина Игнатьевна Игнатьевашăн хăйĕнчен икĕ çул кăна кĕçĕн хаçатăн вунă пинмĕш номерĕ тухни – чăн-чăн уяв.

– Район хаçатне эпĕ мĕн вулама вĕреннĕренпех алăран яман. Ача чухне ас тăватăп-ха, унти кашни статьяна çемьепе тишкереттĕмĕр. Халĕ те ăна вуламасан тем çитмен пек туйăнать, – тет вăл.

Сакăрвуннăри кинемей редакцие килсен çамрăксемпе калаçмасăр нихăçан та тухса каймасть. Хăйĕн ачисем çукран та чунне уçас килет ĕнтĕ унăн. Пурнăçĕнче вара аса илмелли пайтах Агреппина Игнатьевнан. Пĕр самант уйрăмах кăсăклантарчĕ.

1944 çулта, ун чухне Агреппина Игнатьева саккăрмĕш класра вĕреннĕ, вĕсене юлташĕпе – Агреппина Лукинична Юркинапа – иккĕшне район хаçатне çапса кăларнă иккен. Паллах, ырă тĕслĕхпе. Çак çул çĕр улми ăнса пулнă. Уравăш ачисем аслисемпе тан уйра тăрăшнă. Кашнине 16-шар сотка лаптăк уйăрнă – хăйсемех кăларнă, пуçтарнă. Ирхи шуçăмран тĕттĕмленичченех ĕçленĕ. Мала тухнă.

Хăйсен сăн ÿкерчĕкĕ район хаçатĕнче тата колхозри «Танк» хаçатра тухнинчен ытла Агреппина Игнатьевна çак çул килне валли пĕр лав çĕр улми ĕçлесе илнĕшĕн савăннă.

– Вăрçа каяс çулран иртнĕ бригадир эпир аннепе килте çимелли çукки пирки калаçнине илтнĕ ахăртнех. Çĕр улмие «выходшăн» пачĕç курăнать, – тет халь вăл.

Иккĕмĕш хут Агреппина Игнатьевнана хаçатра ветеринари станцин лабораторийĕнче ĕçленĕ вăхăтра кăларнă. Зоя Николаевна Петрова врачпа иккĕшне.

– Шел, çак номерсене упраса хăварма пĕлмен. Халĕ мĕнле кăсăклă пулĕччĕ, – ассăн сывлать Агреппина Игнатьевна.

Комсомол организацийĕнсекретарĕнче ĕçленĕ, йĕркелĕхшĕн хытă тăрăшнă, ялти пултарулăх ушкăнне аталантарассине пысăк тÿпе хывнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен ветстанцире ĕçленĕ.

– «Çĕнтерÿ çулĕ» маншăн мĕн ĕмĕр тăршшĕпех юлташ, канашçă, вĕрентÿçĕ вырăнĕнче пулчĕ. Ĕçтешсен çитĕнĕвĕсемпе хавасланса паллашнă, район хыпарĕсене тĕплĕн шĕкĕлченĕ, путсĕрсене тăрă шыв çине кăларакан статьясене килĕштерсе вуланă. Халĕ те çавах. Ман шутпа, район хаçачĕ паян уйрăмах кашни çемьен аллинче пулмалла, – сунать Агреппина Игнатьевна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика