17 декабря 2008 г.
Район хаçат редакцийĕ «Çĕнтерÿ çулне» ытларах çырăнтарнă почтăн çыхăну уйрăмĕсемпе почтальонсем хушшинче конкурс ирттерет. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулхи çырăнтару ĕçне пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртнă.
Кушар Юнтапари почтăн çыхăну уйрăмĕн коллективĕ пĕрремĕш вырăна, Çавалкасри почта çыхăну уйрăмĕ иккĕмĕш вырăна, Мăн Явăшри почта уйрăмĕ виççĕмĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех поселокри пĕрремĕш, Ершепуçĕнчи тата Кĕçĕн Кипекри почта уйрăмĕсем лайăх ĕçленипе палăрнă.
Почтальонсем хушшинче Елена Скворцова (Çĕньял Хапăс) 1-мĕш вырăна, Ольга Ластухина (Çĕрпел) 2-мĕш вырăна, Венера Васильева (Çĕрпел) 3-мĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех хаçат çырăнтарас ĕçре Светлана Селиванова (Ершепуç), Вероника Воронова (Пăртас), Валентина Сормова (Мăн Явăш) тата Зоя Максимова (Вăрнар) почтальонсем палăрнă. Конкурсра çĕнтернĕ тата палăрнă почтăн çыхăну уйрăмĕсен коллективĕсемпе почтальонсене хаçат редакцийĕ парнесемпе тата грамотăсемпе чыслать.