Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлине – телевизор

17 декабря 2008 г.

Çак тĕслĕхпе çамрăксем хаçат-журналтан писнĕ текен шухăша сирес килет. Калининăра пурăнакан çамрăк мăшăрсен – Николаевсен – килĕнче акă район хаçачĕ яланах кĕтнĕ хăна вырăнĕнче. Салара тĕпленнĕренпе çулталăк çурă ытларах кăна-ха, анчах Йĕпреçре пурăннă вăхăтра та вырăнти хаçата юратса вуланă вĕсем.

Телейĕ те пур. Кил хуçи хĕрарăмĕ – Надежда – акă «Çĕнтерÿ çулĕн» тăваттăмĕш лотерейин тĕп призне – тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизора – выляса илчĕ.

– Савăнăçлă хыпара почтальонка хаçат пама килсен пĕлтерчĕ. Нихăçан та нимĕн те выляман та, малтанах ĕненессĕм килмерĕ, – пĕлтерет çирĕм тăххăрти Надя.

Н.Николаева Вăрнарти ветеринари станцийĕн Калининăри участокри ветлечебницăра ветеринар-фельдшерта тимлет. Мăшăрĕпе пĕр ача çитĕнтереççĕ. «Чăвашла лайăхах вулаймастăп пулин те хаçатăн кашни номерĕпе паллашатăп. Ăнланманнине мăшăр ăнлантарать – вăл ăна килĕштерсех тĕплĕн вулать. Халĕ радио çук та, район хыпарĕсене «Çĕнтерÿ çулĕ» урлă кăна вуласа пĕлетпĕр. Мана уйрăмах ачасем çинчен çырнă материалсем, врач тата халăх медицини канашĕсем килĕшеççĕ», – хушса хурать вăл.

Çамрăксем тенĕрен, Н.Николаева тĕрĕс каларĕ, «Çĕнтерÿ çулĕнче» ку ÿсĕмри аудитори валли публикацисем чылай. Эппин, хаçатпа туслашмалли кăна юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика