Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂнăÇу сире, хаклă тусăмăрсем!

17 декабря 2008 г.

«Çĕнтерÿ çулĕн» вунă пинмĕш номерĕ пичетленсе тухас умĕн мана, çав хаçатра ĕçлеме тÿр килнĕ май, Вăрнар тăрăхĕнчи журналистсен, ялти корреспондентсен тата хаçат тусĕсен тĕрлĕ çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕпе вĕсен кун-çулĕ куç умне тухрĕç. Ĕçтешĕмĕрсен ырă енĕсемпе пархатарлă ĕçĕсене аса илмелли сахал мар.

Акă, П.Тихонов редактор ĕçленĕ тапхăра аса илем-ха. Петр Алексеевич пултаруллă çамрăк çыравçăсене пĕр чăмăра пуçтарнă хыççăн, хаçатăн сăн-сăпачĕ, шухăшĕ, чĕлхи тĕпрен лайăхланса улшăнчĕ. Вăл тиражĕпе те, район пурнăçне тĕрлĕ енлĕ çырса кăтартассипе те республикăри изданисенчен чи лайăххиччĕ. Вăрнарсен хаçачĕ Чăваш енре тухса тăракан хаçатсен смотр-конкурсĕнче яланах малти вырăнсене çĕнсе илетчĕ.

Хаçатăн чысĕпе мухтавĕ, тиражĕ ăна çырса тăракансен тата çырăнса илекенсен йышĕ ÿссе пынинчен нумай килет. Пĕтĕм ăнăçлăх – вулаканпа тачă çыхăну тытнинче. Редакцие çырса тăракансен шучĕ мĕн чухлĕ ытларах, хаçат çавăн чухлĕ кăсăклăрах тухать. Эпир ĕçленĕ чухне ялкорсен йышне ÿстерсе пыма тăрăшаттăмăр. Вĕсем районта 100-тен те иртнĕччĕ. Кашни ялтах ял посчĕсене йĕркеленĕччĕ.

Тĕрлĕ тапхăрта район хаçатне кăларнă çĕрте чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕ журналистсене ырăпа асăнса хăварас килет. Е.Волков, С.Федотов, Ф.Малышкин, Н.Орлов, Г.Игнатьев, В.Викторов, В.Кузьмин, М.Васильев, С.Ефимов, А.Иванов, С.Юркин, Г.Михайлов, А.Степанов, П.Кошкин, В.Кожанов, Т.Васильева, А.Бобылева, Р.Федорова, Элĕк тăрăхĕнчи А.Мешков, М.Кустиков, Х.Лисин «Çĕнтерÿ çулне» çĕнтерÿллĕн çÿле çĕклеме чылай пулăшрĕç. Пысăк тав хаçат чысне çĕклекенсене!

Паллах, çĕр çине хăналăха тенĕ пек килнĕ çын вилĕмрен хăтăлаймасть. Çÿлерех асăннă ĕçтешĕмĕрсенчен чылайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ е тата нумайăшĕ ватлăхри канăва тухнă, анчах «Çĕнтерÿ çулĕпе» вĕсен ĕçне малалла тăсаканĕсем пур, ăна пысăк ăсталăхпа калăпласа кăлараççĕ паянхи журналистсем. Эппин, унчченхи ырă пуçарусем сÿнмен-ха, вĕсем малашне те ялкăшсах тăччăр. Район хаçатĕнчи журналистсемпе вулакансене вунă пинмĕш номер тухнă ятпа хисеплесе ырлăх-сывлăх сунас килет. Ăнăçу сире, хаклă тусăмăрсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика