17 декабря 2008 г.
«Застой» тенĕ тапхăрта «Правда» хаçатра, пуçламăшĕнче, сылтăмран çÿлти кĕтесре, номертен номере (татти-сыпписĕр!) генсек алă пуснă саламсем пичетленсе пыратчĕç. Ученăйсем наука çÿллĕшĕнче тĕлĕнтермĕш открыти тунă. Çар промышленноçĕн комплексĕнче çĕршыва хÿтĕлеме хăватлă хĕç-пăшал шухăшласа кăларнă. Байконуртан космоса тепĕр карап вĕçтернĕ. Шахтерсем, металлургсем, газ, нефть уçлакансем хальччен курман рекордсемпе мăнаçланаççĕ. Хулана, рабочи класа тăрантаракан хресчен класĕ те ыттисенчен ÿксе юласшăн мар... Леонид Ильич çав саламсене хăех алă пусать-ши, ытлашши мар-ши ку, текелесе шутлаттăм. Мускавра журналистсен Пĕтĕм Союзри семинарĕнче юриех тĕпчерĕм. «Рекордлă ÿсĕмсен рапорчĕсене генсек веçех вулать, хăй хĕпĕртенĕрен салам çырма хушать», – тесе ĕнентерчĕç. Апла иккен! Çитĕнÿсем пур чухне чăнах та савăнас килетчĕ.
Юлашки çирĕм çулта паттăрла ĕçшĕн саламлани вырăнне урăхла йĕрке çирĕпленчĕ. Президентсем, премьерсем пĕр-пĕрне тата халăха ытларах чухне чунтан хурланни çинчен пĕлтереççĕ. Самолет персе аннă. Пуйăс утма-чикме тунă. Нумай хутлă çуртсем йăтăнаççĕ. Атомлă крейсер сирпĕнет. Автобус пассажирсемпе пĕрле çунса кайнă. Террористсем ватта-вĕтте шеллемесĕр тапăнаççĕ. Çын тени хăй айăпне чухлаймасăрах тăкăнать. Кунсерен – траур.
Çакнашкал лару-тăрура савăк салам шăратма алă çĕкленес те çук темелле. Анчах пирĕн хаçатра тепре чухне çуршар страница е ытларах та умлă-хыçлă хĕрÿ салам çапăнать. Кам вулать-ши вĕсене; Кирлех-ши вĕсем; Президент саламĕ хыççăн ыттисем те вĕтĕнсе тăни килĕшÿллĕ-ши; Уяв сăлтавĕпе каламалли чăнах та пур-тăк – статья пичетле, интервью пар. Хаçатри хаклă вырăна мĕншĕн пустуйран йышăнас; Кăçал эп пĕр депутатăн вун пилĕк саламне асăрхарăм. Çавра сăмахсем тимĕр стена çине тимĕр пăрçа сапнăн тăкăнаççĕ. Районпа, кун йĕркинчи çивĕч ыйтупа çыхăнуллă хăть пĕр тĕслĕх курăнасчĕ. Студентсене, шкул ачисене асилнĕ. Сăмахĕ çеç. Майăн Пĕрремĕшĕпе ĕç çыннисен пĕрлĕхĕ пирки пачах шарламан. Майăн 9-мĕшĕпе чăн çĕнтерÿçĕ – Совет халăхĕпе Совет Çарĕ çинчен каламан. Камсем çĕнтернĕ – пĕлейместĕн. Социаллă сферăра улшăнусем пулĕç-ши; Больницăра пĕтĕмпех тÿлевлĕ-çке. Суту-илÿ йăлтах урамра, «челноксен» аллинче: çакă-и-ха коопераци; Президент чухне В.Путин вăрмана варвăрла тустарса леш енне сĕтĕрме пăрахмалла, долларлă миллиардсене хамăр енче хăварма предприятисем туса лартмалла, тенĕччĕ. Лару-тăру мĕншĕн улшăнмасть; Путин планне пĕлекен депутат çак ыйтăва та тĕкĕнмест. Ан тив, отрасль кунĕсем те пулин суйлавçăсемпе калаçса илмелли сăлтав вырăнне пулччăр.
Ман çак сăмах – критикăшăн мар, питлени мар. Сĕнÿ вырăнне шутлантăр. Брежнев тĕслĕхĕнчен формине çаралла сăптăрни çителĕксĕр, содержани те кирлех. Депутата халăх тарçи вырăнне хураттăмăр. Халăх хушшине тухма никама та чарман.
Мăнă çынсен хăйсем çинчен пĕлтерсе тăрас килет паллах. Хаçат редакцийĕ ун пеккисенчен (депутатсенчен) запрос йĕркипе, суйлавçăсен ячĕпе отчет ыйтма пултарать: наказсем, суйлавра каçăхса шантарнисем пурнăçланаççĕ-и;
Район депутачĕсем те пур пирĕн. Пĕлнĕ тăрăххăн – директорсем, гендиректорсем. Хуçасем, эппин. Тарçисем мĕнле пурăнаççĕ; Хăйсем мĕн ĕçлеççĕ; Вăрнартан тухмасăр пурăнсан та, эп çавна пĕлейместĕп. «Депутат» тесе алă пуснă япала район хаçатĕнче эпĕ нихăçан та курман. Округсем тăрăх – 64 (тăватă хутчен), 28, 70, 34 (икĕ хутчен), 20-мĕшсенчен – эпĕ хам та çирĕм икĕ çул хушши район Совечĕн депутачĕ тата яланхи комиссийĕн председателĕ пулнă. Наказсем пыратчĕç. Пĕрмаях отчет ыйтатчĕç. Сессисене ыйту хатĕрленĕ чух 3–4 округа çаврăнмаллаччĕ. Хаçата çырма, радиопа тухса калама хĕтĕртетчĕç. Ырлĕç-и сана, ятласа тăкĕç-и – депутатсен халăх хушшинче пулмаллах. Хаçатра депутатсен районти пухăвĕсенчен репортаж е отчет пичетлесе пырасчĕ.
Эп çыхăнуллă пĕр-икĕ саманта сăнларăм. Халăха, вулакана çывăхарах тăма хаçатăн тĕрлĕ майсем пур. Вулакансен страницисем, «Капкăн» страницисем тухатчĕç. «Депутат сăмах илет», «Кĕтеслĕ сĕтел», «Кĕçнерни тĕпелĕ», «Çырусем тавлашаççĕ» рубрикăсем пурччĕ. Авă, «Шăматкунхи калаçусене» вулакансем хăйсем те хутшăнаççĕ. Хаçат кунĕсене ирттерни усăллă. Поселенисенчен (ссылкăран, тенĕ пекех илтĕнет) çыхăну сыпăнтăр. Пирĕн вăхăтра авторсемпе ĕçлеме хушатчĕç. Çын темĕн питĕ кирлине шыраса тупнă, ĕçре те чаплă çитĕнÿ тунă т. ыт. те. Ун пеккисене пичете хăйсен ячĕпе тухма пулăшнă. Манăçнă нумай киввине çĕнетме юрать.
Шухăш вĕçевĕ çук çĕрте пурнăç аталанмасть. Влаçа ачашшăн кăтăклани çыракана килĕшмест. «Застой» шурлăхне пĕри те тепри вĕри чул пăрахсан, шурлăх типсе те ларĕ. Августри вăрçăпа паянхи кризиса кура çынсем кăштах пуç тавралла шухăшлама тытăнчĕç. Ĕнер пĕри ак епле çавăрттарчĕ: «Совет Союзĕ сыхланса юлас-тăк, кризис хамăр Раççейре çеç мар, тĕнчипе те пулмасчĕ!» – терĕ.
Вунă пинмĕшĕнчен малашнехи çĕрмĕш-пинмĕш номерсем патне пултаруллăн ăнтăлма редакци коллективĕн вăйĕ-халĕ çителĕклĕ.