03 декабря 2008 г.
2006–2008 çулсенче районта мăйракаллă шултра выльăх 343 пуç, сыснасем – 331, сурăхсем – 41, лашасем 11 пуç туяннă. Выльăхсен ăратлăхне лайăхлатассипе ĕçлекен хуçалăхсем 178 пуç мăйракаллă шултра выльăх илнĕ.
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсенче 12756 пуç сысна, 6749 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланнă. Ку кăтартусемпе Вăрнар районĕ республикăра пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăнсем йышăннă.
Выльăх-чĕрлĕх йышне «Гвардеец», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Аник», «Мураты» кооперативсенче, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче ÿстернĕ.