Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесене пуç таятпăр

03 декабря 2008 г.

– Анне – çĕр çинчи кашни çыншăнах чи хакли. Аннесем пире пурнăç парнелеççĕ, çакăншăн эпир вĕсене çĕре çити пуç таятпăр. Сирĕн ăш-пиллĕх, çепĕçлĕх – ывăл-хĕрсен чĕрисене ăшăтакан сÿнми çутă... – районти мĕнпур хĕрарăма тав туса саламланă район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Хирпуçĕнче иртнĕ уяв каçĕнче.

Уява уçнă май районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Надежда Лукина та йăха тăсакансен ячĕпе чылай ăшă сăмах каланă. «Çемье вучахĕн управçи кăна мар, паян вăл, çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче, – ертÿçĕ те, политик та, обществăлла деятель те, гражданла обществăна аталантарассине пысăк тÿпе хывакан та», – палăртнă вăл.

Амăшĕсене Раççей Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн представителĕ С.Гордеева, «Раççей пенсионерĕсен союзĕ» партин районти пĕрлешĕвĕн полномочнăй представителĕ А.Ильин, Раççей Пенси фончĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Редькова, районти тĕп больницăн акушер-гинекологĕ И.Иванова тата ыттисем саламланă, нумай ачаллă амăшĕсене парнесем кÿнĕ.

Уяв каçĕнче çавăн пекех «Çемье – 2008» конкурсра çĕнтернĕ Калининăри Мышкинсен, Шĕнер Ишекри Нестеровсен тата Аçăмçырминчи Михайловсен çемйисене чысланă. Районти пултарулăх ушкăнĕсем концертпа савăнтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика