Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна таптанă та тарса çухалнă

26 ноября 2008 г.

Тĕлĕнмелле те, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнчен пĕлтерекен хыпарсене хальхинче те çул çинче пулса иртнĕ хăрушă инкекрен пуçлама тивет. Мĕнпе çыхăннă çакнашкал лару-тăру, калама хĕн. ГИБДД сотрудникĕсем çул çинче çÿрекенсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тесе профилактика ĕçне те çине тăрсах ирттереççĕ, анчах лару-тăру лайăх еннелле улшăнмасть. Водительсем те, çуран çÿрекенсем те инкеке лекеççĕ, чылай çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать, аманса сусăрланать.

Вырсарникун каçхине, акă, Çĕрпел çынни çул çинче вилнĕ. 38-ти арçынна Çĕрпел тата Кайри Тукай ялĕсем хушшинчи автоçул çинче таптаса хăварнă. Автомашина ураписем айне лекнĕ хыççăн вăл нимле те çăлăнса юлайман, çавăнтах вилсе кайнă. Ăна сĕмсĕррĕн таптанă водитель хăраса ÿкнех ĕнтĕ, преступлени вырăнĕнчен васкавлăн тарса çухалнă. Милици сотрудникĕсем халĕ çак каç мĕн пулса иртнине уçса парассипе, арçын çине кĕрсе кайнă автомашинăна тупса палăртассипе тимлеççĕ.

Иртнĕ эрнекун ирхине вара Вăрнарта, статистика пайĕн çурчĕ çывăхĕнче 14-ри арçын ача, поселокри шкулта вĕренекенскер, инкеке лекнĕ. Ăна, çул çинче аманнăскере, Вăрнарти тĕп больницăн хирурги уйрăмне илсе килнĕ. Арçын ачана Комсомольски урамĕпе ВАЗ-21099 машинăпа пынă 24-ри çамрăк таптанă. Телее, ку пăтăрмахлă ĕç синкерлĕ вĕçленмен, больницăра сипленме тивет пулин те, шкул ачи чĕрĕ юлнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика