Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-хакăл тупăшăвĕсенче

26 ноября 2008 г.

Пĕлĕве тĕрĕслес, вăл е ку предметпа чи пултаруллине палăртас тĕллевпе районти вĕрентÿ управленийĕ шкул ачисем хушшинче çулсеренех олимпиадăсем ирттерет. Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун 8–11-мĕш классем хушшинче Вăрнарти 1-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе, астрономипе, математикăпа, экологипе тата обществознанипе ăс-хакăл тупăшăвĕ пулчĕ.

Чи маттуррисен йышне çак вĕренекенсем кĕчĕç: чăваш чĕлхипе – Кульцаври Света Петрова (вĕрентекенĕ – Н.Н.Михайлова), Туçи Çармăсри Алина Зайцева (Н.И.Алексеева), Вăрнарти 2-мĕш шкулти Оля Данилова (В.Т.Дмитриева), Кÿстÿмĕрти Людмила Петрова (Р.А.Антипова), Вăрнарти 1-мĕш шкулти Елена Ластухина (Н.А.Яковлева), Санарпуçĕнчи Кристина Мутина (И.Г.Семенова).

Астрономие Вăрнарти 1-мĕш шкулти 10-мĕш класри Владимир Тимофеев (Ю.А.Феофанов) тата 2-мĕш шкулти 10-мĕш класри Иван Захаров (Т.А.Михайлова) пуринчен аванрах пĕлнине кăтартрĕç. Экологипе чи çивĕччисем – Вăрнарти 2-мĕш шкулти Виталий Федоровпа Тимур Спиридонов (Л.А.Борисова). Обществознанипе Санарпуçĕнчи Оля Иванована (Н.М.Смирнов), Вăрнарти 1-мĕш шкулти Алевтина Фоминана тата Андрей Петрова (Н.Н.Афанасьева) çитекен пулмарĕ.

Математика олимпиадин çĕнтерÿçисем çаксем: Вăрнарти 2-мĕш шкулти Николай Антонов (Т.А.Сапожникова), Кульцаври Мария Корнилова (Т.Я.Першуткина), Вăрнарти 1-мĕш шкулти Анастасия Ананьева тата Надя Тимофеева ( В.М.Гурьева).

Районти тапхăрта çĕнтернисем республикăри предмет олимпиадисене хутшăнĕç. Вĕсенчен ăнăçу кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика