Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂЙ-ТĂК ВĂЙ!

26 ноября 2008 г.

Вăрнарти Анатолий Авруйские пĕлмен-палламан çын çук пуль. Раççей спорт мастерĕ, кире пуканĕ йăтассипе тата армреслингпа (алă вăйне виçесси) нумай хутчен республика чемпионĕ тата рекордсменĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Раççей чемпионатĕнче бронза медале тивĕçнĕ. А.Авруйский рекордне – вăл кашни аллипе 32-шер килограмлă кире пуканне 53 хутчен çĕклеме пултарнă – вунпилĕк çул ĕнтĕ никам та çĕнетеймест.

Кире пуканĕсемпе мечĕксем пек вылякан Анатолий вунă çул ытла ĕнтĕ коммерцире тăрăшать – халăха сахăрпа, çăнăхпа т. ыт. те тивĕçтерет. Апла пулин те чунĕ пурпĕр рекордсем тума ăнтăлать. Пĕр виçĕ çул каялла вăл телевизорпа тĕнчери чи вăйлă çынсем çинчен передача пăхнă. Пĕри, капашсăр мускуллăскер, стена çине çакмалли ал лаппине вырнаçакан тăватçĕре яхăн листаллă календарьсене чĕрнĕ. Темĕн хулăнăш пĕчĕк çеç календаре алă вăйĕпе варринчен чĕресси, паллах, çăмăл ĕç мар, çичĕ хут тара ÿкетĕн.

Çарта чухне тавлашса кирпĕчсене алăпа чăл-пар аркатнине асилнĕ май: «Тен, эпĕ те пултарăп;», – мĕлтлетнĕ хăюллă шухăш Анатолий пуçĕнче. Пĕрремĕш хут, намăс курас мар тесе, пĕччен чухне аппаланса пăхнă.

Халĕ Анатолий иккĕленекенсене кашнинех хăйĕн вăйне кăтартать. «Çĕнтерÿ çулĕ» валли сăн ÿкернĕ вăхăтра рекордсмен календарьсене виççĕ таран чĕрчĕ. Рекордсем тума хăнăхнă А.Авруйский тата мĕнпе тĕлĕнтерĕ-ши;

Тен, Вăрнар тăрăхĕнче ун пек маттурсем тата пур; Тархасшăн, редакцие ырă сунса кĕтетпĕр, сăн ÿкерчĕк валли те вырăн тупăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика