26 ноября 2008 г.
Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Ивановна Шарипова ертсе пыракан çамрăк таврапĕлÿçĕсен пĕрлешĕвĕ çулсеренех тĕрлĕ конкурссенче палăрать. Ăнсăртран мар. Историе хаклакан, çĕннине пĕлме ăнтăлакан çамрăксен ĕçĕсем чăнахах кăткăс, тарăн. Темиçе çул каялла акă вĕсем хĕрарăмсен Александрийски мăнастирĕн историйĕпе Раççейре çĕнтернĕччĕ. Уй-хир дневникне çырас опыта пĕрремĕш пухнăскерсем, республикăри слетра кăтартуллă занятисем те ирттернĕччĕ.
Хальхи краеведсен ушкăнĕнче урăх ачасем ĕнтĕ, анчах ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе вĕсем унчченхисенчен пĕртте кая мар. Иртнĕ кĕçнерникун анчах вĕсем туризмпа экскурсисен «Эткер» ача-пăча пултарулăх çурчĕ ирттернĕ экспедици отрячĕсен республикăри слетне хутшăннă. «Манăçнине чĕртетпĕр» ятлăскере, ыркăмăллăха аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Слетра Вăрнар районĕн çамрăк таврапĕлÿçисем «Экспедицин уй-хир дневникĕ» конкурса хутшăннă. «Раççей хĕрарăмĕ – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи» тĕпчев ĕçĕнче вĕсем тĕлĕнмелле ырă кăмăллă хĕрарăм, вăрçă ветеранĕ, краевед – Вăрнарта пурăнакан Нина Александровна Макарова – çинчен каласа кăтартнă. Тĕпчевĕн никĕсне ветеранăн йывăр кун-çулĕпе пархатарлă ĕçĕсем хывăннă.
Нина Александровна туберкулеза хирĕç кĕрешекен санаторире 30 çул ĕçлесе ирттернĕ, вăрçă, пурнăç терт-нушине пайтах тÿснĕ. Анчах йывăрлăхсем ун чун-чĕре пархатарне сÿнме паман. Тăван ен историне Нина Александровна пек тĕплĕн пĕлекенсем сахал. 67 çул ĕнтĕ вăл паллă мар салтакăн вилтăприне пăхса-асăрхаса тăрать, обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать...
Тĕпчевре ачасем тĕрлĕ документсемпе анлă усă курнă, Нина Александровнан аса илĕвĕсемпе видеофильм ÿкернĕ, ун архивне тишкернĕ. Кăткăс ĕçе жюри тивĕçлĕ хак панă, вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă.