26 ноября 2008 г.
Чăваш халăхĕ те, вырăссем те ĕлĕкренпех хăнасене тараватлăн йышăнма пĕлнĕ, уявсене чаплăн ирттернĕ, анчах темле пулсан та ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен. Паян вара вăйпитти çынсене (арçынсемпе танах хĕрарăмсене те) уй-хирте хура тар тăкнине мар, ытларах чухне лавкка-киоск умĕнче курма пулать. Чăнах та, эрех-сăра, сăмакун (хăть мĕнле ятлă пултăр, пурпĕрех çын пуçне анратакан шĕвек) хальхи вăхăтра – пурнăç норми, çапла майпа обществăшăн питĕ хăрушă пулăм пулса тăчĕ. Аталанса çитеймен организма наркăмăшлантарни пирки шутламасăр (кайран чир-чĕр ураран ÿкерсен ÿкĕнни те пулăшаймĕ), çамрăклах сăра тутанса пăхаççĕ, майĕпен хаяртараххи еннелле туртăнаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн «симĕс çĕленрен» уйрăлма йывăр, пуçĕпех çыхлантарса лартать: çынран пĕтĕм сывлăха, вăй-хала ĕмсе кăларать, ăс-тăна пăтратса киревсĕр ĕçсем тума хистет.
Чăн та, ĕçкĕрен ыррине ан кĕт: ун витĕмĕпе мĕн чухлĕ преступлени пурнăçланмасть-ши; Пĕрисем пыра «йĕпетмелĕх» укçа шыраса ют пурлăха çаратаççĕ, теприсем хăйсен çывăх çыннисене хĕн кăтартса пурăнаççĕ, виççĕмĕшсем, çул çине тухакансемшĕн хăрушлăх кăларса, руль умне те ÿсĕрле ларма именмеççĕ. Кăçалхи 10 уйăхра кăна, акă, эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çынсен айăпĕпе 98 преступлени пулса иртнĕ, çав шутра криминаллă милици енĕпе –19, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе – 79. Шутласа пăхăр-ха, çак тапхăрта çынсене сĕмсĕррĕн вĕлернĕ виçĕ тĕслĕх пулнă. Тĕлĕнме кирлĕ мар, вĕсене преступниксем урă пуçпа туман, тата ют çынсене те мар, тăван-пĕлĕшсенех пурнăçран вăхăтсăр уйăрнă. Хаçатра та çырнăччĕ ку чуна çÿçентерекен киревсĕр ĕçсем пирки: пĕри, ав, ним пĕлми кÿпсе лартнă ирсĕр амăшне хĕнесе вĕлернĕччĕ; тепĕр çемьере хăйсен асламăшĕпе пурăннă арçын алла пуртă тытнăран пиччĕшĕпе йăмăкĕ инкеке лекнĕччĕ ( каччă преступлени вырăнĕнчех вилсе кайнă, хĕрача вара йывăр суранланнă).
Эрех çынра чи япăххине шырать, вăрçас-хирĕçес туйăма вăйлатса çиеле кăларать. Хăш чух вăл хăй мĕн хăтланнине те ăнланмасть. Унпа пĕрле пурăнакансен, мăшăрĕпе ачисен мĕн тĕрлĕ йывăрлăх тÿсме тивмест пулĕ; Кăтартусенех илер: çынсене хĕнесе сывлăхĕсене сиен кÿнĕ, хĕн кăтартса пурăннă, вĕлерессипе хăратнă, киревсĕр сăмахсемпе хăртнă тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ – çемьере пулса иртнĕ йăла преступленийĕсем, çав вăхăтрах ÿсĕрле пурнăçланăскерсем. Пĕлтĕр, акă, декабрĕн 31-мĕшĕнче пурте Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленнĕ чух Юпшик Ялтăрара мăнукĕ асламăшне «уяв» туса панă – хĕненĕ. Январьте Вăрнарта тепĕр пăтăрмахлă ĕç пулса иртнĕ. Г., поселокра тăванĕ патĕнче пурăнаканскер, хăйне тăрантарса-пăхса ăшăра усранăшăн «тав тăвас» вырăнне хĕрарăма хĕнесе пĕтернĕ кăна мар, вĕлерессипе те хăратнă. Ку преступленишĕн ăна 1 çуллăха условнăй майпа айăпланă.
Анаткас Хапăс ялĕнчи А. та арăмне чун-чĕререн юратнине хăйне май кăтартнă – тăтăшах «вĕренткелесе» илме манман. Анчах саккун çакна урăхла йышăнать – хĕрарăма хĕн кăтартнăшăн явап тыттарать. Сăмах май, çемьере çапăçакан-хирĕçекенсене пĕтĕмпе 76 çынна учета илнĕ.
Вăрттăнлăх мар: хаяр шĕвек сиенне пĕлсе, çынна усал тунине ăнланса (сăмахран, ÿсĕрле вăл арăмне тÿпеленине ялта илтменни никам та çук тейĕпĕр) эрехпе услам тăвакансем çакăнпа намăсланма пĕлмесĕр усă кураççĕ. Упăшки е арăмĕ, е иккĕшĕ те «симĕс çĕленпе» туслашнине пула хăш-пĕр çемьере ачисем выçăллă-тутăллă пурăнаççĕ, çав вăхăтрах вĕсене хаяр шĕвекпе тивĕçтерекен сăмакунçăсем çын куççулĕ çинче пуяççĕ. Паллах, ун пеккисемпе пĕтĕм вăя хурса кĕрешме тăрăшатпăр. Кăçал кăна спиртлă шĕвек туса хатĕрлесе сутнăшăн 56 çынна административлă явап тыттарнă, 120000 тенкĕлĕх штраф хунă.
Обществăлла вырăнсенче, урамра ÿсĕр çапкаланса çÿрени саккуна хирĕçленине шута илсе, вĕсенче эрех ĕçнĕшĕн – 84, ÿсĕрле çÿренĕшĕн – 1592 çынна, çапла майпах административлă правăна пăснă пирки 30 çамрăка явап тыттарнă. Ĕçкĕпе алхасни халĕ, чăн та, пурне те пуç ватсах шухăшлаттарма кирлĕ, обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратакан ыйту. Ăна татса парассине милици ĕçченĕсем пысăк тÿпе хываççĕ. Профилактика тĕллевлĕ калăпăшлă ĕç, тĕпрен илсен, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем çине тиенет. Эрех-сăрапа иртĕхекен, ăнăçсăр çемьесемпе уйрăммăн ĕçлеççĕ. Вĕсене ял поселенийĕсен администрацийĕсенче йĕркеленĕ профилактика канашĕсен ларăвĕсенче пăхса тухаççĕ, килĕрен çÿресе ăнлантару ĕçне кирлĕ шайра ирттереççĕ. Çапах та милици сотрудникĕ çынна вăйпа «симĕс çĕленрен» уйăраймасть, ĕçкĕçĕн хăйĕн чун туртăмĕ пулмалла, юсанма тăрăшмалла. Акă, хăшĕ-пĕрисем тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарма ĕç пуçараççĕ, тепри ÿсĕрле киревсĕр ĕç тунăшăн суд тенкелĕ çине ларать... Анчах эрехĕн сиенне вăхăтра ăнланмарăн-тăк, кайран ÿкĕнсен те вăхăта каялла тавăраймăн.