Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна хисеплеме вĕрентесчĕ

26 ноября 2008 г.

Çула çитмен ачасемпе тата çамрăксемпе тÿреммĕн ĕçленĕ май, çитĕнекен ăру ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен чухăнрах ÿсни пăшăрхантарать. Пурте мар, паллах, çапах та пурнăçри вырăна шыраса кукăр çул çине тăракансем те пур-ха. Шăп та çак тапхăрта вĕсемпе ашшĕ-амăшĕсен, педагогсен ытларах ĕçлемелле, вĕсенче тĕп хаклăхсене – ырăлăх, çынлăх туйăмĕсене – аталантармалла. Те хăшĕ-пĕрисене тимлĕх çитмест, те ашшĕ-амăшĕсем япăх тĕслĕх кăтартни витĕм кÿрет, анчах çамрăк преступниксен йышĕ хушăнса пырать.

Кăçалхи 10 уйăхри кăтартусем, тĕпрен илсен, кăмăла хăпартаççĕ-ха. Районта пĕтĕмĕшле преступленисен шучĕ чакнипе пĕрлех, çула çитменнисем хутшăннипе пулса иртнĕ киревсĕр ĕçсем те сахалланчĕç. Январь-октябрь уйăхĕсенче пĕлтĕрхипе танлаштарсан 5 преступлени сахалрах, 29 çырăнчĕ. Уйрăммăн илсессĕн, вĕсенче Хапăсри, Çĕрпелти, Малти Ишекри, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Туçи-Çармăсри, Калининăри, Кăмашри шкулсенче вĕренекенсем, ял хуçалăх техникумĕпе 29-мĕш училищĕре пĕлÿ пухакансем, Калининăри шкул-интернат воспитанникĕсем тата ытти ниçта ĕçлемен-вĕренмен çамрăксем пурĕ 27-ĕн (пĕлтĕр 31-ен пулнă) хутшăннине палăртмалла.

Чылайăшĕ йĕрке хуралçисен аллине вăрă ĕçĕпе хăтланнăшăн лекнĕ. Тĕрлĕ сăлтавсем хĕтĕртеççĕ ĕнтĕ ют пурлăха çаратма, çапах та ку – çамрăксем хушшинче чи анлă сарăлнă преступлени. Вăрнартах, акă, çамрăксен ушкăнĕ март уйăхĕнче Ашмаров урамĕнчи çурт çывăхĕнче ларакан машинăран каçхине автомагнитола, автосигнализаци блокĕ кăларса илнĕ. Çакнашкал хуçине автомагнитолăсăр хăварнă тĕслĕх Пăваялĕнче те пулнă. Ют çынсен кил-çуртне саккунсăр майпа кĕрсе пурлăха вăрланипе çыхăннă преступленисем Мăньял Хапăс, Кив Шуртан, Çĕрпел, Волонтер ялĕсенче тата Вăрнарта çырăннă. Çамрăксем хăйсен вăйне ниçта чикеймесĕр, тем пайлаймасăр пĕр-пĕринпе вăрçăнса кайни, хĕнени те пĕрре мар пулнă.

Каласа хăвармалла, çула çитменнисем тунă преступленисен шучĕ чакса пынин сăлтавĕсем паллă. Акă инспекцинче учетра 48-ăн тăраççĕ, вĕсемпе кашнинпех уйрăммăн профилактика ĕçне ирттеретпĕр. Паллах, пирĕншĕн пĕр-пĕр çамрăка шута илесси мар, киревсĕр çул çине тăма пăхнисене тÿрĕ çул çине кăларасси пĕлтерĕшлĕ. Кăшт япăх еннелле парăннă пулин те, вăл ырă еннелле туртăнтăр, киревсĕрлĕх çинчен манса пĕлÿ пухассине, сывă пурнăç йĕркине, хăйĕн интересĕсене тимлĕх уйăртăр. Çавна май тăтăшах вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакансемпе тĕл пулатпăр, калаçусем ирттеретпĕр.

Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе тата ытти службăсемпе пĕрлешсе ĕçлетпĕр, ăнăçсăр çемьесенчи лару-тăрăва, учетра тăракан е условнăй майпа айăпланнă çамрăксем хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕслеме ятарлă рейдсем йĕркелетпĕр. Кашни эрнерех дискотекăсене, çула çитменнисем ушкăнсемпе пухăнакан вырăнсене, Вăрнарти училищĕпе техникум общежитийĕсене тĕрĕслевпе тухса çÿрессине йăлана кĕртнĕ. Инспекцинче çавăн пекех ăнăçсăр, ачисем çине япăх витĕм кÿрекен 13 çемьене шута илнĕ, вĕсене те уйăхсерен вырăнта тĕрĕслетпĕр. Учетра тăракан кашни ача е çамрăк çумне уйрăм милици сотрудникне çирĕплетнĕ май, профилактика ĕçĕ те тивĕçлĕ пурнăçланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика