26 ноября 2008 г.
Калининăри вăтам шкулта ачасене савăнăçлă лару-тăрура кадетсен ретне илнĕ. Уява Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительствин сотрудникĕ А.Григорьев, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Ю.Попов хутшăннă.
Мускав хăни ачасен кĕрнеклĕхне, хаваслăхне палăртнă. Вăл вĕсене Тăван çĕршывăн патриочĕсем пулма суннă.
Шкул ачасене çарпа патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк тимлĕх уйăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ Мускаври «Тăван Çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен юлташлăхĕ» обществăлла организаци Т.Ефимова директора «А.Г.Николаев летчик-космонавт» асăну медалĕпе чыслама йышăннă. Космонавтсем хатĕрлекен Ю.Гагарин ячĕллĕ Раççей патшалăх наукăпа тĕпчев, сăнав центрĕн ертÿçи Раççей Геройĕ, Раççей Федерацийĕн летчик-космонавчĕ В.Сибилев генерал-лейтенант Калининăри вăтам шкул коллективне çарпа патриотизм ĕçне тĕллевлĕ пурнăçласа пынăшăн Ю.Гагарин ячĕллĕ Диплом парса чысланă. Çак Диплом космос карапĕн бортĕнче те пулнă иккен.
Уявра аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Ю.Попов Калининăри шкулта вĕренекенсен ĕçченлĕхне, хастарлăхне палăртнă, пĕрлешсе ĕçленĕшĕн шкула музыка центрĕ парнеленĕ.
Хăнасем те тимлĕхсĕр юлман. Вĕсене тĕрĕçĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ вĕренекенсен ал ĕçĕсене парнеленĕ.