Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем – автомобиль хуçисем

26 ноября 2008 г.

Иртнĕ шăматкун район территорийĕнче пурăнакан тата 10 ветеран çăмăл машинăллă пулнă. Маларах тепĕр 8 ветеран автомобиль вырăнне 100 пин тенкĕлĕх компенсаци илме кăмăл тунă.

Инвалидсен уйрăм категорине, ку йыша Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем – пĕтĕмĕшле чире пула инвалида тухнисем те кĕреççĕ, çакнашкал чыс-хисеп Раççей Президенчĕн кăçалхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнчи «Инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли хăш-пĕр мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн тивĕçнĕ. Çуркунне, Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн, вĕр-çĕнĕ машинăсен уççисене вунвиçĕ вăрçă участникне панăччĕ.

Хальхинче ВАЗ-21074 автомобиль хуçисем Упнерти Хрисанф Васильев, Мăньял Хапăсри Алексей Максимов, Хурăн Кăкшăмри Петр Платонов тата Семен Данилов, Енĕшри Алексей Григорьев, Вăрнар поселокĕнчи Семен Валерианов тата Иван Григорьев, Хурапыр Юнтапари Марк Германов, Туçи Çармăсри Харитон Петров, Мăн Явăшри Василий Макаров пулса тăнă. Вĕсем вăрçăн тĕрлĕ фронтĕнче çапăçнă, пулас ăрусен телейĕшĕн тăшмана хирĕç тăнă, вăрçă хыççăнхи ишĕлчĕк çĕршыва ура çине тăратма пулăшнă.

Район вăрçă ветеранĕсене автомобильпе тивĕçтерес программăна пурнăçланă. Пĕтĕмĕшле чире пула инвалида тухнă тата ачаранах инвалид шутланакансем черетре вунçиччĕн тăраççĕ. Вĕсем 2009 çулта 100 пин тенкĕлĕх компенсацие тивĕçĕç.

Малтанхи вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсене çăмăл машинăна çичĕ çуллăха панă, хыççăн ăна каялла йышăнннă, çĕннине уйăрса панă. Халĕ йĕрке урăхла: автомобиле харпăрлăха параççĕ те инвалида черетрен кăлараççĕ. Укçа компенсацине илсен те çаплах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика