26 ноября 2008 г.
Çĕршывăн 77 регионĕнчен килнĕ хăнасем Вăрнар районне çитсе курни çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. «Çĕнтерÿ çулĕн» корреспондентне хăш-пĕрисемпе калаçма тÿр килчĕ.
– Чăваш Республикинче, Вăрнар енче пулнă май сирĕн мĕнле шухăш-кăмăл çуралчĕ;
Евгений Николаевич Усиков, «Россельхозцентр» патшалăх учрежденийĕн Мурманск облаçĕнчи филиалĕн ертÿçи:
– Чăваш Республикинче пурăнакан халăх питĕ ĕçчен, пултаруллă, хастар. Малашлăх çутă пултăр тесе мĕнпур вăйран тăрăшать. Çитĕнĕвĕсем куç умĕнчех. Акă вăрнарсенех илер. «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче чăн-чăн ĕç паттăрĕсем тăрăшаççĕ, ял хуçалăхне кирлĕ продукцие пысăк пахалăхпа кăлараççĕ. Паллах, ĕçлес туртăма вăйлатма ку чухнехи технологисене пурнăçа кĕртни пулăшать. Завод пурнăç таппипе тан пынине унăн цехĕсенче, лабораторийĕнче пулса аванах куртăм. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем те хастар пулнине, яваплăха туйнине палăртмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем республикăра ирттернĕ кăçалхи экономика ăмăртăвĕнче мала тухнă. Чăваш енри ял хуçалăх таварне туса илекенсем тухăçлă тыр-пул туса илеççĕ. Çавăнпа та Мурманск облаçĕнчи аграрисем ытларах Чăваш Республикинче çитĕнтернĕ вăрлăха акаççĕ.
Виктория Афанасьевна Бубякина, «Россельхозцентр» патшалăх учрежденийĕн Якути Республикинчи филиалĕн ертÿçи:
– Шупашкарта та, Вăрнар районĕнче те общество инфраструктури вăйлă аталаннă. Кунта çулсем питĕ лайăх. Чăн та, Чăваш ен тухăçлă тимлекен регионсенчен пĕри. «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче экскурсире пулни нумайлăха асра юлĕ, мĕншĕн тесен предприятин хăватне куртăм, заводăн музейĕ материалсемпе çав тери пуяннинчен тĕлĕнтĕм. Ĕçе юратакан чăвашăн культури те пуян. Ăс-хакăлĕ çирĕп. Чăваш халăхĕн историйĕпе йăли-йĕрки çинчен çырнă кĕнекесене пĕрремĕш хут Вăрнар район тĕп библиотекинче уçкаласа пăхрăм. Шупашкара çитсен кĕнеке лавккинчен пушă алăпа тухмастăпах.