Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа хăçан тупăнĕ

26 ноября 2008 г.

Вăрнар автовокзалĕн касси умĕнче çак пĕлтерÿ икĕ эрнене яхăн çакăнса тăрать ĕнтĕ. «Чăвашавтотрансăн» Канашри ПАТП ертÿçин йышăнăвĕпех ноябрĕн 13-мĕшĕнчен Йĕпреçе те автобуссем çÿреме пăрахнă. Мĕн сăлтавпа; Нивушлĕ пассажирсене те тĕнчери экономика кризисĕ пырса çапрĕ;..

– Ку маршрутсене паллă мар вăхăтлăха хупни пирĕн ума та йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Халăхĕ малтанхиллех йышлă çÿрет, пурне те вырнаçтармалла. Вĕсен тарăхăвне-пăшăрханăвне лайăх ăнланатăп. Кансĕр кăна мар, пире те тăкак кÿрет,– ăнлантарать автовокзал начальникĕ Александр Гаврилович Назаров.

Ершепуçпа Ярмушка енчисене ăмсанмалла мар лару-тăрура, паллах, коммерци транспорчĕсем пулăшаççĕ-ха. Анчах Газельсене халăха «чыхса» тултарма ирĕк çук-çке. Çавăнпа та паян вĕсем вĕçĕм канăçсăрланаççĕ – бензин валли хăçан çителĕклĕ укçа тупăнĕ;

Патшалăх автобусĕсем çÿрекен ытти маршрутсене те çак шăпах пырса тивмĕ-и; Ку ыйту пуçлăхăн хулпуççийĕсене ирĕксĕртен сиктерчĕ. Хальлĕхе лăпках-ха – çÿлтен кăна хушу ан пултăрччĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика